АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чышкăпа тỹпелешеççĕ, чушкăлла выляççĕ

30 июня 2017 г.

Юлашки çулсенче манăçа тухнă вăйăсенчен пĕри _ чушкăлла вылясси _ сарăлса, вăй илсех пырать. Нумай пулмасть çеç унпа "чирлисене" алăри пỹрнепе те шутласа тухма пулатчĕ. Паян вара спортăн çак енĕпе уçă чемпионатсем ирттерни, вăйлинчен вăйлисене палăртни унăн малашлăхĕ тĕтреллĕ пулманнине тепĕр хут çирĕплетет. Çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСК стадионĕнче спортсменсен тата чушкă вăййине хапăл тăвакансен ăмăртăвĕ иртнĕ. Чылай чухнехиллех спортсменсем хушшинче Г. Елкин палăрса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сăмах май каласан, Геннадий Васильевич çулсеренех чушкăлла выляссипе Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнать. Ытти ушкăнра вара С. Елкин чи ăста выляканни. Аслă пиччĕшсемпе юнашарах чушкă уйне тухнă чи çамрăк спортсмена та палăртмасăр хăварма çук. Вăл Па- тăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен Алексей Елкин.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика