АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăр çанталăк

04 июля 2017 г.

 Шăнкăртамсен кăмăлне хуçман Утăн 1-мĕшĕнче кунĕпе тенĕ пекех ăмăр та çумăрлă çанталăк кăмăла пусарăнтарчĕ пулин те Шăнкăртамсем ватти-вĕтти ял уявне паллă тума пурпĕрех пуçтарăннă. "Халăхсен туслăхĕ" паркра мĕн каçченех тĕрлĕрен спорт мероприятийĕ кĕрленĕ, ахаль те капăр сценăна вырăнти тата Тутарстанран çитнĕ артистсем пĕрин хыççăн тепри илемлĕ юрă-кĕвĕпе, шỹтпе тата ытларах пуянлатнă.

Уява хапăл тунă ял çыннисене, хăнасене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, республикăри культура министрĕн çумĕ В. Оринов, Тутар Республикинчи вăрман хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Э.Бедертдинов, ЧР мăсăльман Тĕн управленийĕн председателĕ М. Хайбуллов, Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕн канаш председателĕ Ф. Гибатдинов, республикăри халăхсен Ассамблейин председателĕн çумĕ В. Васильев тата ыттисем те ăшшăн саламланă, малашне те халăх йăли-йĕркине, çемьери килĕшĕве тытса пырас ĕçре ăнăçу суннă.

Республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче те чи пысăк ялсенчен пĕри шутланакан Шăнкăртамра ĕç паттăрĕ- семпе кăтартуллă çемьесем те сахал мар. Уявра вĕсем кашниех ăшă сăмаха çеç мар, Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесене те тивĕçнĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика