АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв, сывлăх ыйтăвĕсем тавра

04 июля 2017 г.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов структура подразделенийĕ- семпе ял тăрăх пуçлăхĕсем тата Патăрьелĕнче вырнаçнă организаци-учреждени ертỹçисемпе ирттерекен канашлăва хăйĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха ĕнертен район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи С. Чернова пурнăçлама пикенни çинчен пĕлтернипе пуçларĕ.

Патăрьелсене шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă чăрмавсем пирки "Водолей" тулли мар яваплă пĕрлешỹ ертỹçи В. Уфуков паллаштарнă хыççăн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи суд приставĕсен начальникĕ Г. Афки парăмçăсен ячĕпе 8 ĕç пуçарни çинчен асăнса хăварчĕ.

Рудольф Васильевич малашне вăхăтра татăлман абонентсемпе çине тăрса ĕçлемеллине, "Водолей" пĕрлешĕве çакăнта суд приставĕсемпе тата ял тăрăхĕпе пĕрле тăрăшмаллине пусарсах каларĕ.

Диспансеризаци районта çур çул хушшшинче еплерех иртни пирки Патăрьел район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова пĕлтернинчен сывă çынсем сахалланни пăшăрхантарать. Акă, 3852 çынна тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсенчен 714-шне çеç чир-чĕр çулăхманни курăнать. Çавна май Галина Семеновна чи малтанах флюорографи тухас ыйтупа ĕçлемеллине çивĕчлетрĕ, организаци-учреждени, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çавăнтан айккинче юлмалла мар пирки, хăйсен ĕçченĕсен сывлăхĕшĕн вĕсем яваплă пулнине пĕлтерчĕ.

Канашлу ял тăрăхĕсене 66-мĕш Акатуй-сабантуй уявне еплерех хутшăннине кура Хисеп хучĕсемпе чысланипе вĕçленчĕ.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика