04 июля 2017 г.
Шупашкар районĕнчи Станьялта республикăри Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен служащийĕсен тата пуçлăхĕсен X кунĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынипе пирĕн тăрăхри çак сферăра тăрăшакансем те хутшăннă.
Уява чаплă лару-тăрура уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев, ытти сумлă хăнасем пуçтарăннисене çитĕнÿсем суннă. Программа спорт мероприятийĕсемпе пуян пулнă. Çавăн пекех хуçалăха капăрлатас, утă çулас, апат-çимĕç хатĕрлес енĕпе тата юрă-ташăра та тупăшнă. Патăрьелсем уявран лайăх кăмăлпа таврăннă: ГТО нормине пурнăçлас енĕпе _ 2-мĕш вырăн, художество пултарулăхĕнче те кăтартусем начар мар.
А. Иванов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)