04 июля 2017 г.
Асра юлмалли хаваслă шкул çулĕсем хыçа юлчĕç. Класран класа куçса пыни сисĕнмерĕ те. Халĕ каччăсемпе хĕрсем _ выпускниксем. Çак ятпа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче район центрĕнче вĕренỹ учрежденийĕсенчен 11 çул пĕлỹ пухса тухнисен йăлана кĕнĕ балĕ иртрĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи лайăх выпускниксене _ медалистсене _ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, республикăри культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ В. Оринов, республикăри халăхсен Ассамблейин председателĕн çумĕ В. Васильев, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова тата ыттисем саламларĕç. Уява педагогсем, ашшĕ-амăшĕ, выпускниксен çывăх юлташĕсем хутшăнчĕç. Рудольф Васильевич çамрăксене кирек ăçта кайсан та район ятне çỹлте тытма сĕнчĕ. Çавăн пекех вăл пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тухма май паракан документпа малашлăхра та хастарлăха ỹстерсе пырса ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçусем сунчĕ.
Кăçал патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене 229 ача тытрĕ. Вăл шута каçхи вăтам шкулта пĕлỹ пухнă 5 ача кĕчĕ. 73 выпускник (кашни виççĕмĕшĕ) вĕренỹри пысăк çитĕнỹсемшĕн ылтăн медаль илчĕ. Хастаррисем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 17ĕн пулчĕç. Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ, пĕрремĕш _ çичшер, Ыхра Çырминчи, Хирти Пикшикри _ ултшар, Аслă Чементи, Первомайскинчи, Турханти, Туçари вăтам шкулсенче пилĕкшер медалист.
Сăмах май çакна та палăртмалла, Чăваш Рес- публика Пуçлăхĕн стипендине районта 30 çамрăк илсе тăрать. Вăл шутра вуннăшĕ _ выпускниксем.
Номинацисемпе чыслас йăла та малалла тăсăлчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул выпускници Н. Андреева "Эрудит" ята тивĕçрĕ. Ника _ Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ, регион шайĕнчи олимпиада призерĕ.
"Чи лайăх спортсмен" _ Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Малов. Николай _ ирĕклĕ майпа кĕрешсе тата çăмăл атлетикăпа республика çĕнтерỹçи.
"Творчествăра чапа тухнă" ята Туçари вăтам шкулти И. Захарова тивĕçрĕ.Ирина _ чăваш юррисен "Мехел" тата "Мечтай! Живи! Твори" конкурссен лауреачĕ.
"Çĕнĕ ăру лидерĕ" _ Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Д. Иванова. Дария Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕ, 2016 çулхи чи лайăх волонтер та.
Уяв савăк юрăсемпе малалла тăсăлчĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)