АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăллă иртнĕ

04 июля 2017 г.

 Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕпе районти потребкоопераци ĕçченĕсене, ветеранĕсене район пуçлăхĕ М. Петров тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов саламланă, ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшỹ суннă.

Çĕртмен 30-мĕшĕнче районти райпо ĕçченĕсем професси уявне _ Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне _ паллă турĕç. Суту-илỹ ĕçченĕсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Н. Краснов, Патăрьел райпо Канашĕн председателĕ А. Иванов саламланă. Н. Краснов потребкоопераци кашни ялтах, уйрăмах инçетрисенче, кирлине, вăл куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтернине, конкуренци пысăк пулсан та аталанса пынине палăртнă.

Уявра чи маттурисем Чăвашпотребсоюзĕн, район администрацин, Патăрьел райповĕн Тав хучĕсене, Хисеп грамотисене, Дипломсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунисене "Ĕç ветеранĕ" сумлă ятпа чысланă. Пăлапуç Пашье- лĕнчи лавкка заведующине М. Мешковăна Чăвашпотребсоюзĕн Хисеп хăмине кĕме тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство панă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика