07 июля 2017 г.
Паян Мускаври Хĕрлĕ площадьре пĕтĕм тĕнчери "Пурçăн çул" çиччĕмĕш авторалли старт илнĕ. Унта хутшăнакансен 9607 çухрăма хыçа хăварма тивĕ.
Ăмăртăва тĕнчери 55 телеканалпа 196 çĕршывра кăтартаççĕ. Раççейре марафон мĕнле иртнипе "МатчТВ" тата "Россия 24" каналсем паллаштараççĕ. Вĕсенче 24 минутлăх ралли дневникĕсем пулаççĕ. Çавăн пекех ăна ятарлă сайтсенче онлайн мелĕпе те курма пулать.
Ыран 150 автомашина Чăваш Ене килсе çитмелле, Етĕрне районĕнче 61 çухрăма тăсăлакан чупу пулса иртмелле. Финиш хыççăн раллие хутшăнакансем Шупашкара çул тытаççĕ, кунтах çĕр каçаççĕ. Вĕсем валли аэропорт çывăхĕнче вăхăтлăх лагерь йĕркеленĕ.
Ун хыççăн автомашинăпа çил вĕçтерсе çỹреме юратакансем ял-хула витĕр тухса Казахстана çитĕç. Ăмăрту Китайри Синай хулинче вĕçленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)