07 июля 2017 г.
Пĕррехинче манăн Чăваш наци конгресĕн президенчĕпе Н. Угасловпа тĕл пулма тата калаçса ларма тỹр килнĕччĕ. Вăл Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хула Çырма ялĕнче 1952 çулта çуралнă. Шупашкарти строительсен техникумĕнче, каярах И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă. Çавăн пекех хастар чăваш "Тус" пĕрлешĕвĕн ертỹçинче тăрăшать, вăлах ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ те.
Çак ырă çын Чăваш Ен культурине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Унăн тивлечĕпе чăваш халăхне çутта кăларакана И. Яковлева тата Н. Полорусов-Шелепи поэта сума суса Кăнна Кушкинче палăксем уçнă. Вăл П. Дементьев генерал-полковник-инженерăн, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕн, хăй вăхăтĕнче СССР авиаци промышленность министрĕнче тăрăшнăскерĕн бюстне тума пулăшнă.
Н. Угаслов Красноармейски районĕнчи "Кетра" строительство керамикин заводне те кĕске вăхăтра хута янă. Çак завод проектпа çулталăкне 60 млн ытла кирпĕч кăларма палăртнă.
_ Эпир çăкăрпа кăна тутă пулаймастпăр. Пире чун апачĕ те кирлĕ. Ăна вара чиркỹре, тĕне ĕненнинче, атте-аннене хисепленинче тупма пулать. Хал пулмасан ĕçлеме те йывăр.
Манăн ĕмĕтсем чăнах та çунатлă. Турă пулăшса пырсан вĕсене пурнăçа кĕртетĕпех, _ тет Н. Угаслов. Вăл халь хăй çуралнă ялта тата Красноармейскинче чиркỹ тăвасшăн. _ Трак ен маншăн иккĕмĕш кил, çавăнпа та вăй çитнĕ таран ăна çĕклеме, илем кĕртме тăрăшатăп. Вăл республикăра чи хитрисенчен пĕри пултăр, _ терĕ Николай Федорович.
Пирĕн те, Патăрьелсен, Н. Угасловран тĕслĕх илсен питĕ аван пулĕччĕ. Манăн статьяна вуланă хыççăн депутатсем, предпринимательсем, хуçалăх ертỹçисем тата ыттисем те халăхшăн вăй çитнĕ таран тăрăшасса шанас килет.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)