АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен çамрăкĕсем. Мĕнлерех вĕсем?

07 июля 2017 г.

 Чăвашстат çĕртмен 27-мĕшĕнче паллă тăвакан уяв _ Раççей çамрăкĕсен кунĕ тĕлне çĕнĕ улшăнусемпе пĕлĕве хăвăрт хăнăхса алла илсе пыракан, тĕллев лартма тата ун патне çитме, ĕмĕте пурнăçлама пултаракан обществăн чи активлă та мобильлĕ сийне сăнаса ăна хак паракан кĕске информаци хатĕрленĕ.

"Çамрăклăх" тесе ят панă çак ỹсĕмри кашни çыннăн пурнăçĕнчех тĕп событисем _ шкултан вĕренсе тухни, професси суйласа ăна алла илни, мăшăрлану, ачасем çурални, професси хăнăхăвне вĕренсе çитни _ пулса иртеççĕ. Çак пулăмсенче Чăваш Ен çамрăкĕсем хăйсене мĕнле тытни тата туйни тăрăх пĕтĕмлетỹсем тăвар, мĕнлерех-ха вĕсем чăваш яшĕсемпе хĕрĕсем?

2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Рес- публикинче 14-30 çулсенчи çамрăксен пĕтĕмĕшле йышĕ 236 пин пулнă, ку вăл _ пĕтĕм халăх йышĕн 20 проценчĕ. Çамрăк çынсенчен ытларах пай _ 161 пин çын (68:) _ хуласенче пурăнать, ял-поселоксенче _ 75 пин çын (32:). 14-29 çулсенчи 1000 каччă пуçне çав çулсенчи 980 хĕр тивет.

Харпăр-хăй тĕллĕн пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăксенчен ытларахăшĕ пĕлỹ шайне ỹстересси çине тимлĕх уйăрать. 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче республикăри аслă вĕренỹ завденийĕсенче 36 пин ытла студент вĕреннĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче (филиалсене шута илсен) пĕтĕмпе 27 пин çамрăк вĕреннĕ, çав шутран 21 пине яхăн çамрăк вăтам звенори специалистсене хатĕрлекен, тепĕр 6 пин çамрăк квалификациллĕ рабочи профессийĕсем паракан училищĕсенче пĕлỹпе ĕç хăнăхăвне илнĕ.

Чăваш Ен яш-кĕрĕмĕ _ миграци тĕлĕшĕнчен мобильлĕ халăх. 2016 çулта кăна 7 пин ытла çамрăк ялсенчен хуласене пурăнма куçнă. Пĕлтĕр 30 çул тултарман 4067 каччă тата 4640 хĕр çемьеллĕ пулса тăнă. Иртнĕ çул 30-а çитмен хĕрарăмсем 10 пине яхăн ача çуратнă, ку вăл республикăра çав çул çуралнă мĕнпур пепкесен 61: пулать. 2014 çулта ирттернĕ комплекслă сăнав тăрăх çакна калама пулать: 15-19 çулсенчи çамрăксен 92:, 20-24 çулсенчисен _ 79:, 25-29 çулсенчисен 60: нихăçан та пирус туртман, туртмаççĕ те. Алкогольлĕ шĕвексемпе ашкăнманнисен проценчĕ çапларах: 15-19 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен 90:, 20-24 çулсенчисен 48:, 25-29 çулсенчисен 31: эрех пачах ĕçмест. Çамрăксем хăйсен ĕç вăйне ăçта ытларах хывнине сăнанин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 15-29 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн 90: экономикăра вăй хуни палăрать, тесе пĕлтерет Чăвашстат.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика