07 июля 2017 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ улма-çырла питомникĕн çĕр çырли лаптăкĕнче çынсем ирпе-ирех çырла татаççĕ. Пĕрисем тулли витрисене виçтернĕ вăхăтра тепĕр ушкăн çулçăсем айне пытаннă викторисене шырама пуçăнать. Çуркунне апатлантарнăран çимĕç çанталăк условийĕсене пăхмасăрах шултăра çитĕннĕ, савăт хăш вăхăтра тулнине сисме те çук.
_ Кăçал çĕр çырли тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, çавăнпа та курттăмăн туянакансемпе килĕшỹсем тумарăмăр. Район халăхĕ çителĕклĕ варени тума, хĕле валли шăнтса хума пултартăр терĕмĕр. Çынсем хăйсемех пухаççĕ, _ терĕ питомник директорĕ И. Шатилов.
Патăрьел çĕрĕ çинче çитĕннĕ çĕр çырлине татма Шупашкартан, кỹршĕ районсенчен те килеççĕ. Паха çимĕçе кашнийĕ хапăлласах туянать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)