АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсем район тулашĕнче те палăраççĕ

07 июля 2017 г.

 "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа 2008 çултанпа çĕршер çемьене наградăланă. Ăна ачасене пăхса çитĕнтерес тата çемьене йăлисене çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн параççĕ. Çак пысăк чыса нумай пулмасть Аслă Чемен тăрăхĕнчен тухнă, халĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кĕçĕн Нагаткинăра пурăнакан Ершовсем тивĕçнĕ.

Тури Чакăра çуралса ỹснĕ Святославпа Аслă Чемен хĕрĕ Нинăн таса туйăмĕ юлташĕсен туйĕнче çуралнă. 1987 çулта юратакансем пĕрлешнĕ. Çемье пуçĕ Çĕрпỹри совхоз-техникумран вĕренсе тухсан хуçалăхра тракторист пулса ĕçлеме пуçланă. Мăшăрĕ, Тобольскри педучилище пĕтернĕскер, Шăхачри 8 класс вĕренмелли шкулта вăй хунă. 1988 çулта Ершовсен пĕрремĕш ачи çут тĕнчене килнĕ. Ăна аслашшĕ евĕр Леонид ят панă (шел, вăл пурнăçран питĕ ир уйрăлса кайнă). Тепĕр çултан Таня хĕрĕ çуралнă. Çак çулах çемье Чĕмпĕр тăрăхне куçса кайнă. Святослав малтан "Рассвет" совхозра трактористра, каярахпа управляющинче ĕçленĕ. 1997 çултанпа вара вăл çак хуçалăхра (халĕ вăл "Луч") тĕп инженерта тăрăшать. Ĕçчен, тăрăшуллă тата яваплă ентеш çак вăхăтра нумай ырă сăмаха тата тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. 2010 çулта унăн ятне "Чăнлă районĕн мухтавлă çыннисем" Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Мăшăрĕ, Нина Николаевна, 30 çула яхăн кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентет. Уроксене кăсăклă ирттерме, ачасен вĕренес кăмăлне çĕклеме тăрăшать, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Мăшăрĕ пекех, Нина Николаевнăн Хисеп хучĕсене шутласа та пĕтерес çук. Пур çĕре те хастар хутшăнать вăл. Унăн ячĕ Чăнлă районĕн "Материнская слава" хисеп хăми çине те çырăннă. Шкулта ĕçленĕ хушăрах ентеш 5 çул ялти культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçи пулса вăй хунă. 1987 тата 1989 çулсенче "Юхма Ен кĕввисем" фестиваль лауреачĕ пулнă. Халĕ вăл "Жизнь прекрасна" кĕ- неке кăларма хатĕрленет. Унта вăл пурнăç, çемье, тăванлăх тата юрату çинчен çырать.

Ершовсем 5 ача çитĕнтереççĕ. Асли, Леонид, Аслă Нагаткинăра техникумра тата Чĕмпĕрте аслă шкулта вĕреннĕскер, халĕ пĕр типографинче вăй хурать. Таня хĕрĕ Чĕмпĕрти патшалăх университетĕн дизайнер факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра хăйĕн профессипех ĕçлет. Костя ывăлĕ шкулта тата университетра тĕрлĕ олимпиадăра, конкурсра, конференцире палăрнă. Унăн ятне "Чĕмпĕр облаçĕнчи чи лайăх выпускниксем" справочнике кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра тăван шкулта обществознани предметне вĕрентет, пĕрлех магистратурăра пĕлỹ илет. Женя Аслă Нагаткинăра техник-механик профессине алла илет. Ỹкерме, корабль, танк моделĕсене тума, шашка-шахматла выляма кăмăллать. Ашшĕ пекех техникăна, алă ĕçĕсемпе аппаланма çав тери кăмăллать. Ялта пурăнма ĕмĕтленет. Кĕçĕн хĕрĕ Таня, нумаях пулмасть 9 класс пĕтерчĕ. Экзаменсене лайăх паллăсемпе тытнăскер, куçаруçă пулма ĕмĕтленет. Аслисем пекех, пур çĕртре те хастар. Ытти нумай грамотăпа çыру хушшинче унăн РФ Шалти ĕçсен министрĕ пани те пур. Ăна Аня Раççей конкурсĕнче мала тухнăшăн илме тивĕç пулнă.

2006 çулта Ершовсем çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. Вĕсен ки- лĕнче юрату, савăнăç, килĕшỹ, ырă кăмăллăх хуçаланать. Хуçалăхра нумай выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, çĕр ĕçĕпе аппаланаççĕ. Çемьепе ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Тăванĕсемпе пĕлĕшĕсен уявĕсене, ял праçникĕсене ỹкерсе фильмсем хатĕрлеççĕ. Архивĕнче хальлĕхе 40 ытла вĕсем. Туслă çемьене 2012 çулта "За любовь и верность" медаль панă.

Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи январь уйăхĕнче каллех Ершовсен çемйине Чĕмпĕр облаçĕн кĕпернаторĕ С. Морозов "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденĕпе наградăланă. Хамăр тăрăхран çакăн пек маттур та тава тивĕçлĕ çемье чăмăртанса тухнăшăн эпир шутсăр савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр.

Н. КОШЕЛЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика