07 июля 2017 г.
Раççей оборона министерствинче Чăваш кадет корпусне çĕклеме пулăшасси çинчен тăватă енлĕ килĕшỹ çырнă.
Документа РФ оборона министрĕ арми генералĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата "РЕНОВА" ушкăн директорĕсен канашĕн представителĕ Виктор Вексельберг алă пуснă.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс служби пĕлтернĕ тăрăх, Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче РФ Сывлăшпа космос вăйĕсем валли специалистсем хатĕрлĕç.
Вĕренỹ заведенине 2018 çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)