АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПК ветеранĕсен канашне _ 5 çул

07 июля 2017 г.

Çĕртмен 29-мĕшĕнче Çĕрпỹ хулинче республикăри агропромышленность комлексĕн ветеранĕсен союзне йĕркеленĕ- ренпе 5 çул çитнине халалласа канашлу иртрĕ. Мероприятие хутшăнакансем çавăн пекех "Уй кунĕ-2017" курава хутшăнчĕç, Раççейри заводсем кăларакан тĕрлĕ модификациллĕ тракторсемпе, ял хуçалăх техникипе _ сухалаканнисемпе, минераллă удобрени сапаканнисемпе, шыв пĕрĕхтерекеннисемпе тата ыттисемпе те _ паллашрĕç. Уйрăмах хушма хуçалăхра усă кураканнисем _ тĕрлĕ хăватлă мотоблоксем, выльăх апачĕ хатĕрлекен агрегатсем, ĕне сумалли аппаратсем _ интереслентерчĕç.

Курав хыççăн Çĕрпỹри культура çуртĕнче агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн ветеранĕсен канашлăвĕ пуçланчĕ. Унта Патăрьел тăрăхĕнчен район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пыракан 5 çынран тăракан ушкăн хутшăнчĕ.

Республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ П. Ивантаев ял хуçалăх министерствипе тата депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçленине, вĕсен пулăшăвне туйсах тăнине пĕлтерчĕ. Çакăнтах республикăри агропромышленность комплексĕнче чылай çул тăрăшса ĕçленисене халалланă энциклопедин пĕрремĕш томне презентацилерĕç. Унтан районти канашсене ертсе пыракансене, сумлă кĕнекене кăларма хутшăннисене наградăсем пачĕç.

Т. ШАКУРОВ, районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика