АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх отрасльне малалла аталанма пулăшĕ

07 июля 2017 г.

Тутар Республикинчи наукăпа тĕпчев ял хуçалăх институчĕн экспериментсем ирттерекен уйĕнче ял хуçалăх производствинче усă куракан хамăр çĕршывăн тата ют çĕршыв машина тата оборудованисен Раççей шайĕнчи пысăк куравĕ иртнĕ. Форума Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тата "Исток" агрофирма директорĕ А. Илюткин хутшăннă.

(Хамăр корр).

Хаклав

Рудольф Селиванов, район администраци пуçлăхĕ:

_ Асăннă мероприятие çĕршыври пысăк ертỹçĕсем, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн, Патшалăх Думин, Раççей ял хуçалăх министерствин, АПК управленийĕн регионти органĕн, тĕрлĕ пĕрлешỹпе ассоциаци, ют çĕршыв представителĕсем тата ытти нумай-нумай хăна пĕрле хутшăнса малта пыракан технологисемпе паллашни паян çак отрасльти чылай актуаллă ыйтусене татса пама пулăшать тесе шутлатăп. Вăл шутра фермер хуçалăхне, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе те, кадрсем хатĕрлессипе тата ыттипе те.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика