07 июля 2017 г.
Кăçалхи çур çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 255 çын вилнĕ, çав вăхăтрах çемьесене 165 "çĕнĕ ка-йăк" çеç хутшăннă. Çулталăк пуçланнăранпа районти 23 ялта вара пĕр ача та çуралман! Вăл шутра Ишлĕ ял тăрăхĕнчи тăватă ялта (Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Ульяновка, Люля) пĕр çемье те çак сăлтавпа савăнăçа пайлама кĕрекене пуçтарăнман. Статистика кăтартă- вĕсем ирĕксĕрех шухăша яраççĕ: ку чухне мĕншĕн ача çуратакансен йышĕ сахалланса пырать-ши? Паян çамрăк çемьесене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне патшалăх енчен паракан çăмăллăхсем те çук мар-çке. Амăшĕн капиталĕ те çемьешĕн пысăк пулăш темелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)