АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçă серепине ан çакланăр!

07 июля 2017 г.

Паян массăллă информаци хатĕрĕсенче ултавçăсен серепине çакланса хур курнă граждансем пирки сахал мар çыраççĕ, калаççĕ. Мошенниксем вара çынсене хăйсем майлă çавăрас, вĕсенчен укçа сăптăрса илес тĕллевпе темĕнле меслетпе те усă кураççĕ. Сăмахран, вĕсем полици сотрудникĕн ролĕн-че пулса çывăх тăванĕ авари сăлтавĕпе тĕрмене çакланма пултарнине, çавна май васкавлă укçа куçарса пама ыйтнине никамăн та ĕненсе пăрахмалла мар. Сирĕн банк карттине чарса лартнă е тата эсир пысăк парне çĕнсе илнĕ, çавна май унăн суммин 10 процентне куçарса памалла текен хыпарсем те ултавçăсен "услам проекчĕсем" çеç.

Тĕрлĕ служба çыннисене те вĕсем ятарлă документне кăтартмасăр алăк урати урлă каçармалла мар. Эсир унталла-кунталла пăрăннă вăхăтра вĕсем нимĕн те мар пурлăха е укçăра йăкăртма пултараççĕ. Енчен те сирĕн пата иккĕленчĕклĕ шăнкăрав килсен тỹ- рех "02", "102" телефон номерĕсемпе полицие шăнкăравласа пĕлтермелле. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика