11 июля 2017 г.
Ĕлĕк çынсем уй-хирте, уçланкăра сарăлса ỹсекен утмăлтурат çеçкине курсан, унтан тỹрех капăр пуç кăшăлĕ çыхнă, салтак тỹмми тĕлне пулсан вара мăшăрсем тỹрех пĕр-пĕрин туйăмне тĕрĕсленĕ: чун варли юратать е юратмасть?
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Патăрье- лĕнчи "Çăкăр" музей ĕçченĕсем те хăйсен патне килекен кашни çыннах салтак тỹммине _ ромашкăна _ парнелесе тĕлĕнтернĕ. Таса туйăма ĕнентерекен çеçкене алла илсен пĕрисем тỹрех мăшăрĕ юратнипе юратманнине пĕлес тесе тăрăшнă, теприсем вара хăйсен çемйи мĕнле çуралнине мăнаçланса пĕлтернĕ. Урăхла каласан, Петрпа Феврония кунĕ музейра та кичем иртмен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)