11 июля 2017 г.
Ялсенчи кинемейсемпе шурсухалсем те кăçалхи евĕр нỹрлĕ, сивĕ çу кунĕсене ас тумаççĕ. Хĕртсе хĕвел пăхмалли утă уйăхĕнче те вĕçĕмсĕр çумăр çă- вать. Çакă уйрăмах ял çыннине, çĕр ĕçченне чăрмав кỹни каламасăрах паллă. Чылайăшĕн çĕрулми, ытти пахча-çимĕç анисем шыв айĕнче. Ытлашши шыв тĕпсакайсене, путвалсене те тапса тухрĕ. Пусăсем те нихçанхинчен ытларах тулса кайрĕç...
Çанталăка сăнакансем малашне те кĕске хуллă кĕпесемпе хĕвел питтинче хĕртĕнесси иккĕленчĕклĕ тесе çирĕплетеççĕ. Кăçалхи çу кунĕсем хыçа юлчĕç имĕш. Çавăнпа та уяр çанталăкăн кашни минучĕпе усă курсан çеç акнă-ларнă культурăсене пуçтарса кĕртĕпĕр. Çут çанталăка хирĕç вара никам та каяймĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)