АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пурçăн çулĕ» такăр мар

11 июля 2017 г.

Пĕтĕм тĕнчери «Пурçăн çул» автораллие хутшăнакансем  утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ене çитнĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ шăпах çакăнта иртнĕ.

Автогонщиксем аэропорт çывăхĕнче вырнаçтарнă палаткăсен хулине çĕр каçма чарăннă. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курнă. Вăл çак сумлă ăмăртăва пирĕн республика пĕрремĕш хут йышăннине палăртнă. «Историллĕ пулăм ку пирĕншĕн: Чăваш Ен кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ вăл. Спортсменсен чăтăмлăхĕ мана кăна мар, пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет. Çăмăл мар çула хăюллисемпе паттăррисем çеç парăнтарма пултараççĕ», — тенĕ Михаил Васильевич.

Пĕтĕм тĕнчери ралли йĕркелÿçи Владимир Чагин пĕлтернĕ тăрăх — паттăрсем нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ. «Вĕсемшĕн йĕпе-сапаллă çанталăк та, пылчăклă трасса та хăрушă мар. Вăл спортсменсен ăсталăхне тĕрĕслет кăна», — тенĕ вăл Шупашкарта ăмăртăва пысăк шайра хатĕрленнине палăртса.

«Пурçăн çулĕ» раллие тĕрлĕ çĕршыври паллă автогонщиксемпе тĕнчери ăмăртусенче палăрнă спортсменсем хутшăнаççĕ. Раççей чысне Тутарстанри «КамАЗ-мастерс» команда, Питĕрти хĕрарăмсен экипажĕ, Мускавари «Аспект мотоспорт» тата ыттисем хÿтĕлеççĕ.

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче автогонщиксем Шупашкарпа сывпуллашса Хусана çул тытнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика