11 июля 2017 г.
Чăвашпотребсоюз, ЧР информаци политикипе массãллã коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ пĕрлехи мероприятисем йĕркелесси йãлана кĕчĕ тесен те йãнãш пулмĕ. Çулленех тĕп редакторсене пухса пĕр-пĕр районти потребительсен обществин никĕсĕ çинче хãйсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмĕшле кãтартса семинар-канашлу ирттереççĕ. Хальхинче хãнасене Сĕнтĕрвãрри районĕнчи Октябрьски райповĕ хапãл пулчĕ. Унãн ĕçне ЧР информаци политикипе массãллã коммуникацисен министрĕ А.Иванов, ЧР Патшалãх Канашĕн Социаллã политика тата наци ыйтãвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ В.Рафинов, Чãвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров, Сĕнтĕрвãрри район администрации пуçлãхĕ А.Мясников, ытти яваплã çынсем хутшãнчĕç.
Октябрьски райпо ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнã май кунта чĕр тавар хатĕрлессипе лайãх ĕçленине палãртмалла: хурãн,çãка,юман милĕкĕсем, эмел курãкĕсем халãхран йышãнаççĕ. Магазинĕсем йышлă. Çãкãр завочĕ те икĕ сменãпа продукци кãларать, ассортименчĕ те пуян.
Чăвашпотребсоюз лавккисен сентрисем çинче 70 процент хамăр тăрăхри продукци. Ку лайăх туртăм: производство та аталанать, экологи енчен таса апат-çимĕç сывлăхшăн та хăрушлăх кăларса тăратас çук.
Конкуренци вăйлă вăхăтра та çĕнĕлĕхсем кĕртсе пынипе райпо магазинĕсем çухалса каймарĕç. Услам ытларах илес тĕллевпе мар, халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ вĕсем. Тĕслĕхрен, Люляра пĕр коммерсант та лавкка уçас тесе ăшталанмасть, пурте Патăрьел таврашĕнче суту-илÿ тăвас-шăн. Паллах, тупăш çук тăк кам ĕçлетĕр. Пурнăç саккунĕ çапла, ÿпкелешме сăлтав çук. Райпо вара тăкак кÿрсен те çăра çакмасть. Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов каланă тăрăх енчен те ялта икçĕр çынран кая пурăнать пулсан лавкка тăкаклă ĕçлет. Çакнашкаллисем республикипе сахал мар.
Юлашки вăхăтра тата суту-илÿ çуртĕнчех аптека уçас çула суйласа илчĕ райпо.Каллех эмел сутса пысăк тупăш кураймăн. Анчах та халăхшăн тăрăшни паха. Пĕр çĕртех апат-çимĕçне те, имçамне те туянма майсем туса панăшăн ырламалла çеç.
Пĕтĕмĕшле Чăвашпотребсоюз системинче 7 пине яхăн çын вăй хурать. Налук тÿлес тÿпи те пĕчĕк мар: пĕлтĕр 700 млн. тенке яхăн хывнă. Ēç укçи, паллах, Мускавсенне çитмест, анчах çийĕнчех татăлса пыни паха. Республикăра пурăнакансенчен 25 проценчĕ иртнĕ çул пĕрлешÿ тивĕçтерĕвĕпе туллин усă курнă. «Магнит», «Пятерочка», «Красное белое» тата ытти тĕрлĕ пысăк суту-илÿ çурчĕ хальхи вăхăтра Шупашкарта çеç мар, райцентрсенче те пуç пулса тăнине шута илсен ку кăтарту начарах тесе калаймăн. Халăх шанчăкĕ вара малалла тăрăшма вăй-хăват парать. Çак тĕллевпе хайсен ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, производствăна аталантарма вуншар миллион тенкĕ уйăраççĕ.
А. Козлов
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)