11 июля 2017 г.
Районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн членĕсем час-часах ларусем ирттереççĕ. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче те вĕсем Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатора пуçтарăнчĕç. Хальхинче район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов та хутшăнчĕç.
Рудольф Васильевич республикăри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашне йĕркеленĕренпе 5 çул çитнĕ ятпа саламланă май, аслă çултисем малашне те çамрăксене усăллă сĕнỹсемпе пулăшса пырасса шаннине тата вĕсенчен вĕренмелли нумаййине пĕлтерчĕ. Унтан Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталăнăвĕпе, çулталăк пуçланнăранпа тунă тата палăрт- нă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Çичĕ ялти пĕрер урамри çула вак чулпа, иккĕшне асфальтпа сарассине, "Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчурел" трассăна тирпейлессине, Çĕньялти клубра юсав пынине, 16 инвестици проектне хута ямаллине тата ыттине те каларĕ. Район экономики тĕрекленсе пыни, тĕллевсем пысăкки пурне те хавхалантарчĕ, çав вăхăтрах ыйтусем те çителĕклех пулчĕç.
_ Сĕт-çу заводне тепĕр хут ĕçлеттерсе яма май çук-ши? _ пăшăрханăвĕсене пытараймасăр интересленчĕç ветерансем. Район администраци ертỹçи ку проблемăна татса парассипе ĕçленине, малашне тирпейлекен промышленноçа аталантарассипе çине тăрса вăй хурассине пĕлтерчĕ.
АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕн çумĕ Т. Шакуров Çĕрпỹре иртнĕ "Уй кунĕ-2017" курава тата республикăри АПК ветеранĕсен союзне йĕркеленĕренпе 5 çул çитнине халалланă канашлăва хутшăнни пирки кĕскен каласа пачĕ.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх апатне хатĕрлесси еплерех пыни, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тунă ĕçсем тата ытти те ветерансене кăсăклантарать, çавна май район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов сăмах илчĕ. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕлтĕрхинчен пин гектар ытларах акнине, çакă усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме пуçăннипе çыхăннине пĕлтерчĕ. Сăмах май, иртнĕ çул 1200 гектар хутшăннă, кăçалтан тата 1300 гектарта культурăллă ỹсен-тăран çитĕнтерме пуçăнмалла. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кăтартусем аван. Аш-какай туса илесси _ 3, сĕт сăвасси 8 процент ỹснĕ. Сăвăм уйрăмах "Исток", "Батыревский", "Красное знамя", "Звезда" хуçалăхсенче пысăк.
Икĕ алла усса ларма юратман ветерансем районăн 90 çулхи юбилейне тивĕçлĕ шайра ирттересси тата ытти пирки те калаçрĕç. Республикăри агропромышленность комплексĕнче чылай çул вăй хурса тĕрлĕ наградăна тивĕçнисене хисеплесе кăларнă энциклопедин пĕрремĕш томĕпе паллашрĕç. Сумлă кĕнекене районти 139 çын кĕнĕ.
Мероприяти вĕçленнĕ май районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ М. Хафизов район администраципе тачă çыхăнса, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçленине каларĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)