11 июля 2017 г.
Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи аслă çула 2000 çулсен пуçламăшĕнче "ДОРИСС" фирма сарнăччĕ, вăл вăхăт иртнĕ май шăтăк-путăклансах пĕтнĕччĕ. Кăçал ăна _ федераци трассинчен пуçласа Кепе юхан шыв урлă сарнă кĕпер патне çитиччен _ тĕплĕн юсама палăртнă. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче "ПМК Партнер холдинг" пĕрлешỹре тăрăшакансем демонтаж ĕçĕсене пуçларĕç. Çавна май район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пай начальникĕ Н. Краснов подряд организацийĕн участок начальникĕпе С. Соловьевпа тĕл пулнă. Рудольф Васильевич строительсем палăртнă лаптăка вăхăтра хута ярасса тата пахалăхлă тăвасса шаннине пĕлтернĕ.
_ Уйăрнă укçапа эффективлă усă курмалла: çул строительство нормативĕсемпе килĕшỹллĕ пултăр тата нумай çула чăттăр, _ тенĕ район администраци пуçлăхĕ.
Республика шайĕнчи "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" трассăн юсамалли тăршшĕ _ 2,3 çухрăм. Ăна валли 26 млн тенкĕ уйăрнă. Çула кăçалхи кĕркунне ĕçе кĕртмелле.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)