АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асфальт çинчи "кỹлĕ" хăçан типĕ-ши?

11 июля 2017 г.

Çак ыйтупа кăсăкланса Шăнкăртамра пурăнакан М. Аюпов "Авангард" хаçат редакцинех çитнĕ.

_ Мана çивĕч ыйтупа çыракан тата сăн ỹкерекен корреспондент кирлĕ, _ терĕ вăл кĕнĕ-кĕ- мен. Хăй вара калаçнăçемĕн вĕриленсе, тарăхса пырать.

_ Мĕн ыйтупаччĕ эсир, абый?_ лăплантарма тăрăшрăм Патăрьел урамĕпе пирĕн кантура çити утса килнĕ Шăнкăртамри хисеплĕ ĕç ветеранне.

_ "Юхма" хăна çурчĕ умĕнчи кỹленчĕк хăçан типĕ-ши? Кăштах çумăр çусанах унтан иртсе кайма çук. Юлашки çумăрсем хыççăн вара кунтан вăрăм кунчаллă атăсăр та каçаймăн. Çак пĕр лаптăк вырăна нивушлĕ шыв пуçтарăнса тăмалла мар тума çук-ши? _ тет Минхайдэр абый. Хуçалăхра трактористра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă арçын тарăхăвĕ чăнах та район центрĕпе утса çỹрекен нумай çын шухăшĕпе пĕр килет. Вуншар çул та пулĕ çак вырăнта шыв пухăнса тăрать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика