14 июля 2017 г.
Çу уйăхĕн кунĕсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлса пыраççĕ. Кăçал шыва кĕрсе хĕвел çинче пиçĕхмелли вăхăтсем сахал пулчĕç пулин те, чылай ача-пăча пулă тытма кỹлĕ хĕрринеллех туртăнать. Вĕсем çыран хĕрринче аслисемпе юнашар пулсан юрĕ-ха. Енчен те пĕччен-иккĕн çеç пулла кайсан хăрушлăх чăнах та пысăк. Шуса ỹксе шыва чăмасси те, пĕр-пĕрне чышса ярасси те çавăнтах. Ача-çке! Çавăнпа та каникул вăхăтĕнче кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ ăçта тата кампа иккенне пĕлсех, сăнасах тăмалла. Шывăн турачĕ çук, тарăн вара чăмсан тухаймăн та. Кăçал пирĕн район çыннисемшĕн пушшех те çамка çине картса хумалли пулчĕ, икĕ ача умлă хыçлах шыва путса вилчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)