14 июля 2017 г.
Сисмерĕмĕр те милĕк хатĕрлемелли вăхăт çитрĕ. Ан юлăр, вăхăтпа усă курăр.
Милĕк хатĕрленĕ чух çамрăк хурăн тураттисене касмалла, кашни йывăç çинчен темиçе туратшар. Ку ĕçе ирпе тумалла.
Пĕр çĕклем хурăн е юман тураттисем касса хатĕрлесен милĕк çыхма пуçламалла. Унăн аври 5 сантиметртан хулăн пулмалла мар. Капла çапăнма мел- лĕрех.
Анчах çыхса хатĕрленĕ милĕксене мачча çине çакса типĕтеççĕ. Çулçăсем типсе хуçăлма пуçласан (вĕсене алăпа тытсан ĕнтĕ) кашни милĕкех хаçатпа чĕркесе ещĕке хураççĕ, унта çутă кĕмест.
Милĕкпе мунча процедуринче анлăн усă кураççĕ. Ăна вĕри шывпа пĕçереççĕ те тазра лартаççĕ. Çак шăршпа сывлама лайăх, çитменнине вăл чылай чирсенчен хăтăлма пулăшать.
Хыр-чăрăш лăссин шăрши вăй-хал тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ывăннине ирттерет, нервсене йĕркене кĕртет. Ыйхă вĕçнипе кĕрешме утă, герань, салтак тỹмин, чапăр курăкĕн милĕкĕ пулăшать. Каçа хирĕç пĕтнĕк тата апельсин шывĕпе 6-8 минут çапăнсан вăранмасăрах çывăратăн. Жасмин шăрши пуç мимине лайăх ĕçлеттерет.
Хурăн милĕкĕ ỹт-тирти шатрасене тасатать, сурансен тỹрленеслĕхне хăвăртлатать. Унта эвкалипт тураттисене, вĕлтĕрен, кантăр тата ытти ỹсен-тăрансенехушма юрать.
Юман милĕкĕ çуллă ỹт-тире çемçетет, ыратнине ирттерет. Унпа çапăннă чух тухакан шăршă артерири пусăма ỹсме памасть, нервсене лăплантарать. Юман милĕкне июнь-август уйăхĕсенче хатĕрлеççĕ. Сулхăнра ларакан йывăçсен турачĕсене касма тăрăшмалла, унта çулçăсем ытларах тата вĕсем тăкăнмаççĕ.
Çăкаран хатĕрлени, специалистсен шухăшĕпе, пуç ыратнинчен пулăшать, пỹре ĕçне лайăхлатать, тар тухассине ỹстерет, бронх спазминчен хăтарать, шăнса пăсăлнине хăваласа кăларать.
Пилеш курăкĕ тĕп нерв тытăмне вăратать, тонуса хăпартать. Уртăш остеохондрозран, çурăм шăмми ыратсан пулăшать.
Вăрăма кайнă радикулитпа кĕрешме вĕлтĕрен лайăх (уйрăмах чĕрри). Унран хăтăлма тата юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатмапихтăпа усă кураççĕ.
Милĕке тĕрĕс хатĕрлемелле. Мунча хутас умĕн кун ăна каçа сивĕ шыва ярса лартаççĕ, мунчара çапăнас умĕн вара _ вĕри шыва.
Милĕке ĕçе хăвăрт хатĕрлес тесе ăна шыва чикеççĕ те хуллен çавăркаласа каминка çинче ăшăтаççĕ. Типнине 2-3 хут вĕри шыв- па сапаççĕ, унтан 10-15 минутлăха вĕри шыва ярса лартаççĕ те тепĕр тазпа витсе хураççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)