14 июля 2017 г.
Шăнкăртамри "Ромашка" ача садне ĕçе çỹрекенсем коллективра хĕрỹ "хĕвел" ăшшине туяççĕ. Пĕринчен тепри çирĕмшер-вăтăршар е ытларах çул кунта сукмак такăрлатма пултарни те çакнах çирĕплетет. Ĕçе кашнийĕ кăмăлпа килет. Киле кайнă чухне те ырă туйăм сирĕлмест вĕсен. Ĕçри çакнашкал лару-тăру ертỹçĕ çаврăнăçуллăхĕнчен тỹрреммĕнех килет ĕнтĕ. Ф. Шарафутдинова кунта заведующинче 1988 çултанпа ĕçлет. Çак хушăра кашнинех витĕр пĕлмелĕх ăсталăх пухнах.
_ Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 4 çул Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Çул çỹреме питĕ кансĕрччĕ. Кĕрлĕ-çурлă машина-трактор çăрса пĕтернĕ путăк-шăтăкпа чĕркуççи таран пылчăк çăрса ирпе урока васкамаллаччĕ. Ача амăшĕ те пулма хатĕрленеттĕм. Мăшăрăм шеллерĕ курăнать. Хистесех яла куçма ыйтрĕ. Телее çак ача садĕнче вырăн та пулчĕ. Анчах тỹрех ертỹçĕ пуканне йышăнма тиврĕ. Пĕр шиклентерчĕ, пĕр пăшăрхантарчĕ çакă. Каялла утăм тăваймастăнах. Кăмалăма хистесех килĕшрĕм. Паянхи кун та çакăнтах вăй хуратăп. Ĕçтешĕмсене пĕр кил-йыш пекех туятăп, _ тет калаçăва пуçланă май Ферида Нурулловна.
145-150 ача çỹрекен садик коллективĕ пĕчĕкех мар. Хĕллехи вăхăтра газооператорсемпе 30 çынна та çитет. Çакăнта çамрăкла ĕçе пуçăнса тивĕçлĕ канăва кайнисем пурах. Ф. Ахметова, Т. Амерханова хăйсен ăсталăхне ыттисене парса хăварчĕç. Халĕ З. Тазетдинова, И. Камалетдинова ачасемпе ĕçлеме хăнăхса пыраççĕ.
Садик ĕçченĕн ача вырăнĕнче те (вăйăсем выляттарнă чухне), аннене улăштаракан та (çитĕнекен ăрăвăн куçĕсем шывланнă чухне)... пулмалла. Вĕсен пĕчĕкскерсене тивĕçлĕ воспитани илсе, çĕршывăн шанчăклă гражданинĕсем пулса ỹсме хăнăхтармалла тата ытти те. Çак енсене курма тăрăшать воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсенче Ф. Шарафутдинова.
Ферид Фазелзяновичпа вĕсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Ăрăва малалла тăсакансем çунат хушса вĕçнĕ те ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшне 4 мăнукпа савăнтараççĕ. Аслин, Лилиян, 3 хĕр, кĕçĕннин пĕр ывăл ỹсет. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹ илсе ĕç вырăнĕ тупнă.
_ Районăн демографи лару-тăрăвне садикре ĕçлекенсем те лайăхлатма тăрăшаççĕ. Физкультура инструкторĕ, акă, тăваттăмĕш ачипе декретлă отпускра. Кăçал пирĕн патăртан 13 ача шкула куçрĕç. Сентябрьтен яма ыйтса çырнă заявленисем йышлах. Çакă пирĕн ĕç çынсемшĕн тивĕçлине çирĕплетет. Уншăн савăнатпăрах, _ тет Ферида Нурулловна.
Маларах ашшĕ-амăшĕ, каярахпа вĕсен ачисем çỹренисем, халĕ мăнукĕсем ача сачĕн сукмакне такăрлатакансем пур ялта. Килĕштереççĕ-мĕн "Ромашкăна". Çакăнта Ф. Шарафутдинова заведующин тỹпи пурах. Вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Обществăлла ĕçсенчен те пĕринчен те пăрăнмасть. Ял хуçалăх çыравне те хутшăнать, суйлавсенче те пулăшать. Календарьпе çыхăннă уявсенче коллективпа пĕрле сцена çине те тухать. Çавсене пулах ĕнтĕ тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Çавăн пекех "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентỹ ĕçченĕ" ятпа чысланă Фарида Нурулловнăна.
30 çул ытла хунямăшĕпе, 18 çул хуняшшĕпе пĕр çемьере килĕштерсе пурăннă Шарафутдиновсем. Сăпайлăха, çынна ырă тăвассине, кирек хăçан та пулăшма май тупассине вĕсенчен те сахал мар вĕреннĕ. Çак енĕсем пуртанах пурнăçĕ кал-кал пырать те унăн.
Ĕçре çеç правур мар хĕрарăм. Çĕрпе те усă кураççĕ хуçалăхра. Ĕни, лаши, пăрăвĕсем те пур. Коллективри кашни ĕçчен ертỹçĕрен тĕслĕх илме тăрăшать. Сăмах май çакна та палăртмалла. Ф. Шарафутдинова çак кунсенче 55 çул тултарчĕ. Ĕçтешĕсем ăна ĕçре ăнăçу, пурнăçра телей, çирĕп сывлăх сунса тулли кăмăлтан саламларĕç. Пурнăçĕ чечек пек илемлĕ, шăпчăк юрри пек савăк пултăр, терĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)