14 июля 2017 г.
_ Куç умĕнче йăлт та ялт çиçнипе вăранса кайрăм. Пăхатăп та пỹрт кантăкĕсенчен шалалла хĕп-хĕрлĕ çутă кĕрет. Йĕри-тавра нимĕн те курăнмасть. Малтанласа ăнланса илеймерĕм: чăн-ши ку е тĕлĕкпе арпашатăп? Хăранипе кăшкăрса ятăм: "Çу-унатпăр!.." Манăн хаяр сасăпа мăшăрăм, унтан ачасем сиксе тăчĕç. Пурте çывăрмалли кĕпе-йĕмпех урама тухса тăтăмăр. Юрать-ха, вăранса кайрăм, пĕри те тĕтĕмпе чыхăнса вилмен... _ куççульне пытараймасăр калаçать хĕрарăм. Электоропăралукран çулăм тухса тăнăран çемье пĕр каçра çурт-йĕрсĕр те, пурлăхсăр та тăрса юлнă. Вутăн алли вăрăм çав, вĕçерĕнсен тытма çук. Пушар та вăрă мар, кирлĕ пулсан нимĕн те хăвармасть.
Паянхи кун тĕлне пирĕн районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем 19 хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн тăнă. Юрать-ха, пушарта иртнĕ çулхи евĕр çынсен пурнăçĕ татăлман. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра вут-кăварпа пулнă 14 инкекре икĕ çын вилнĕ, иккĕшĕ суранланнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, район центрĕнче _ Патăрьелĕнче _ пушарсен шучĕ ỹснĕ. Çак кунсенче районти пушар чаçĕн тата пушар надзорĕн сотрудникĕсемпе, ял тăрăх представителĕсемпе йĕркеленĕ пĕрлехи рейдăн сăлтавĕ те çакăнпах çыхăннă. "01" служба ĕçченĕсем Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнче пĕччен пурăнакан ватăсемпе, нумай ачаллă çемьесемпе, шкул ачисемпе курнăçса пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас, кил-çуртра электричествăпа, газпа усă курнă чухне асăрханас ыйтусене хускатрĕç. Хуçалăхра вут-çулăм алхаснине курсан мĕн тумалла-ха? Чăн малтан çухалса каймасăр "01" е "112" номерсемпе диспетчер службине шăнкăравламалла, урам, çурт номерне, хушаматне тĕрĕс каламалла. Çакă _ васкавлă пулăшушăн чи пĕлтерĕшли. Нумай пулмасть Патăрьелĕнче пулнă пĕр инкекре шăнкăравлакан тĕрĕс мар адрес каланипе пушар машини аташса çỹрени те пулнă. Çав вăхăтра вара вут-çулăм тĕлĕрменни каламасăрах паллă. Электроэнергие сỹнтермелли, газ çулне пỹлмелли, çав вăхăтрах пỹрте юлнă çынсене урама илсе тухмалли пирки те манмалла мар. Пулăшу служби çитиччен питĕ оперативлă та пĕлсе ĕçлемелле.
Вут-кăвар серепине çакланнă хуçалăха, çынсене пулăшасси, пурлăха сыхласа хăварасси _ пушарнăйсен тĕп тĕллевĕ. Çавăнпа та вĕсен кашни хусканăва вăр-вар, пĕлсе туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Инкек пулни çинчен диспетчер службине хыпар çитсен пĕр минутранах оперативлă бригадăн гаражран хĕрлĕ автомашинăпа кăшкăртса тухса каймалла, 20 минутран кая юлмасăр шăнкăравланă вырăна çитмелле. Урăхла каласан, асăннă служба ĕçченĕсен çĕрле хăрах куçпа та тĕлĕрме çук.
Паян районта пушара хирĕç кĕрешме, вут-çулăмпа пулнă инкеке парăнтарма пурлăхпа техника бази начар мар. 26-мĕш пушар чаçĕнче тĕрлĕрен ултă машина шывпа хатĕр лараççĕ. Унсăр пуçне вĕсенех Турханта уйрăм пост пур. Унта пĕр çын ĕçлет. Ыхра Çырминче, Ишлĕре, Пăлапуç Пашьелĕнче, Тутар Сăкăтĕнче, Кзыл Чишмара, Первомайскинче халăх вăйĕпе тытса тăракан ирĕклĕ пушар командисем, Çĕнĕ Ахпỹртпе Туçа ял тăрăхĕнче муниципаллă, Нăрваш Шăхальпе Сăкăтра хуçалăхпа ял тăрăхĕ тытса тăракан пушар хуралĕнчи сотрудниксем кирек хăçан та рейса тухса кайма хатĕр. Инкек-синкекĕ çеç сахал пултăр. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков пĕлтернĕ тăрăх, Шăнкăртамри Ф. Чабатов фермер хăй ирĕкĕпе чылай чухне пушарсенче пысăк пулăшу кỹрет-мĕн. Унăн хуçалăхĕнче яланах пысăк управра шыв пур. Сăмах май каласан, ĕлĕкрех килĕрен тенĕ евĕр пысăк пичĕкесемпе, каткасемпе шывсем ларнă. Кашни кас вĕçĕнчех пушар пулни пирки чан çапмалли вырăн та пурччĕ. Шел пулин те çакнашкал васкавлă хыпарлавсене халĕ вĕсене ялсенче питĕ сайра курма пулать. Чылайăшĕнче çук та.
Асра тытăр:
Вут-кăвар никама та тиркемест
Вутпа шывăн ырри те, усалли те пур.
Вут-хĕм алли вăрăм, вĕçерĕнсен тытма çук.
(Ваттисен сăмахĕнчен)
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)