18 июля 2017 г.
Пурнăçра ырă та пархатарлă ĕç яланах ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Районти тĕп больница ĕçченĕ-сем ахальтен мар ĕнтĕ "Хăвăнтан пуçла" социаллă проекта хастар хутшăнаççĕ. Шурă халатлисен тĕп тĕллевĕ _ сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси, пациентсен сывлăхне çирĕплетесси. Çавăнпа та çанталăк уяртнă май, вĕсем маларахри евĕр учреждени залĕнче мар, А. Иванова врач-терапевт ертсе пынипе ирсерен урамрах физкультура хусканăвĕсем тăваççĕ, уçă сывлăшпа киленсе вăй илеççĕ... Медработниксен пуçарăвне ытти коллективсем те усă курма пултараççĕ. Ĕçе килнĕ-килменех çапла кăмăла çĕклени кунĕпе пикенсе тăрăшма вăй çеç парĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)