АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулĕ çитмен, черкке тытма ăсĕ çитнĕ…

18 июля 2017 г.

Ачасем тĕмсĕлсе кĕтекен çуллахи каникулăн шавлă кунĕсем малалла тăсăлаççĕ. Кăçалхи çумăрлă çу кунĕсем аслисене уй-хирте ĕçлеме кансĕрлерĕç çеç мар, шăпăрлансене те урамра тăраниччен канма та чăрмантарчĕç. Юрать-ха, юлашки вăхăтра хĕвел хăйĕн шевлипе савăнтарчĕ... Çанталăк уяртнипе пĕрлех ашшĕ-амăшĕн те яваплăхĕ ỹсрĕ темелле. Пĕчĕк ачасене килте пĕччен пăрахса хăвармалла мар, инкек кăтартма пултаракан шăрпăка алă айĕнчен пытарса хумалла, шăпăрлансене аслисемсĕр шыв хĕрне ямалла мар тата ытти те. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕнех вĕсен аслăрах пиччĕшсемпе аппăшсене те асăрхасах, сăнасах тăмалла. Çакăн валли район шайĕнче "чан" çапма сăлтавĕ те пур. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитменнисем тунă право йĕркине пăснă преступленисенчен 22 тĕслĕхĕ шăпах ачасем обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренипе пулнăскерсем. Тепĕр ултă ача пирки вара инспекторсем кирлĕ мар вырăнта чикарккă туртнипе протокол çырнă. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика