18 июля 2017 г.
Кăçалхи çуркунне Туçа ял тăрăх территоринче вырнаçнă "Юрма" агрохолдинга тулли мар яваплă "Авангард" пĕрлешỹ туянчĕ. Çĕнĕ хуçалăх нумайăшне кăсăклантарчĕ. Ăçтан тата хуçи кам? Çуркунне Пăлакасси çывăхĕнчи 140 гектара тата Çĕньялти 300 гектар ытларах усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме хăватлă техникине илсе килсен кăсăкланакансем пушшех те йышланчĕç.
Пĕрлешỹпе паллашрĕç
Çĕр хут илтиччен пĕр хут хут куçпа курни аванрах тесе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пынипе ял хуçалăх предприяти ертỹçисем, АПК ветеранĕсен канашĕн членĕсем Тутарстанри Пăва районне çитсе курчĕç, "Авангард" пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлĕпе туллинрех паллашрĕç. Курмалли те, вĕренмелли те пуриншĕн те çителĕклех пулчĕ.
Йышлă выльăх _ тупăш çăлкуçĕ
Пĕрлешỹ выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать: ĕне-выльăх та, сыснасем те пур. Самăртмалли вăкăрсене халăхран пухать, анчах маларах уйрăм çынсен кашни пăрăвне чир-чĕртен тăватă хутчен вакцинаци тăвать.
_ Пĕрремĕш хут çамрăк выльăхсене илсе килсен 20 проценчĕ вилчĕ. Çакна шута илсе выльăх тухтăрĕсем кашни килти пăрусене уколсем тума пуçларĕç, _ терĕ "Авангард" пĕрлешĕвĕн директорĕ Н. Курчаткин. Вăкăрсен пĕр пайĕ картара çỹрет. Сулхăна выртас тесен вите алăкĕсем уçах тăраççĕ. Апата тракторпа кĕртсе параççĕ. Мрамор евĕрлĕ какай тума хатĕр- лекеннисене кăкарса хунă, вĕсен умĕнчен шыв, тăвар татăлмасть.
Сысна комплексне кашни çын кĕрсе тухаймасть _ çирĕп тĕрĕслеççĕ. Техникăн кустăрмисене те, хăйне те дезинфекцилекен шĕвекпе сирпĕтеççĕ. Территоринче вара таса, тирпейлĕ, чечексем ешереççĕ.
Йышлă выльăха çитерме апат та нумай кирлĕ, рациона та пăхăнмалла, çавна май пĕрчĕллĕ культурăсем, пăрçа, куккурус, соя çитĕнтереççĕ. Хуçалăхăн вĕçсĕр-хĕрсĕр уйĕ- сем тап-таса, кĕрхисем те, çурхисем те çỹллĕ, пучахĕсем парка та вăрăм. Вăрлăх туса илессипе ĕçленĕрен пахалăхлисемпе кăна усă кураççĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн рентабельлĕхĕ пысăккипе унăн лаптăкĕ пин гектартан та иртет. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатма минераллă удобренисемпе туллин усă кураççĕ, выльăх тислĕкне хире тăкассине те аван йĕркеленĕ. Çавăн пекех кăçал пĕрремĕш хут горчица акнă.
Техникăсăр май çук
Тухăç илес, тупăш кĕртес тесен техникăсăр май çук. Кунта трактор-комбайн, кăкарса çỹремелли агрегатсем патне те тимлĕх нумай уйăраççĕ. Вĕсене юсама та условисем çителĕклĕ. "Уй-хир" карапĕсене" хĕллех вырмана хатĕрлесе лартаççĕ, "сип- леме" ятарлă мастерской пур. Парк территорине асфальт сарнă. Çак вырăнта 5-6 çул каялла пылчăк çăрăлнине ĕнентерекенни, аса илỹсемсĕр пуçне, урăх нимĕн те çук.
_ Пире пĕрлешỹре çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тачă та килĕшỹллĕ çыхăнура пулни пулăшать те ĕнтĕ ỹсĕмсем тума, _ терĕ Н. Курчаткин.
Тулли кăмăлпа, малашне "Авангард" пĕрлешỹпе килĕшỹре ĕçлессе шанса таврăнчĕç Патăрьелсем тăван тăрăха.
О. ПАВЛОВА.
Шухăш
Антонина САЛМИНА, АПК ветеранĕсен канашĕн членĕ:
"Авангард" пĕрлешĕвĕн уй-хирне, фермисене курсан тĕлĕнтĕм. Маттур, пултараççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Хуçалăхăн пурнăçĕпе туллин паллашни манăн кун-çулăма тата 2-3 çула тăсрĕ пуль тесе шухăшлатăп. Çак кунах Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешĕвĕн тырă анисенче те пултăмăр. Патăрьелсем те питĕ хастар ĕçлеççĕ. Ентешсемшĕн те чунра мăнаçлăх çуралчĕ".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)