АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атăлçи тăрăхĕнче чи пысăкки пулĕ

18 июля 2017 г.

Çитес çул хута кайĕ 2016 çулта Шупашкарта Атăлçи тăрăхĕнчи Чăваш кадет корпусĕн çĕнĕ çуртне тума йышăну кăларнă. Нумаях пулмасть РФ оборона министерствинче Сергей Шойгу министр, Михаил Бабич полпред, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Виктор Вексельберг бизнесмен кадет корпусне тума пулăшасси çинчен килĕшỹ тунă. Çапла майпа министерство Чăваш кадет корпусне оборудованипе, литературăпа тата ыттипе тивĕçтерĕ. Тумтир те, апатлану та _ пĕтĕмпе бюджет шучĕпе. Çĕнĕ çуртра кадетсене мĕн кирли пĕтĕмпех пулĕ. Вăл Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк корпус пулĕ", _ тенĕ вĕсем.

Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ _ 21 пин тăваткал метр. Вăл 4 блокран тăрĕ. Кадет корпусĕнче 400 ача вĕренĕ. Танлаштарма: Чулхулара _ 300 ача, Пушкăрт Республикинче _ 315, Тутарстанра _ 250, Пермьре _ 360, Удмуртире _ 290. Унта 16 класс пулĕ. Вĕренỹ блокĕнче классем, электронпа лазер тирĕ, сасă çыртармалли класс, кинофотостуди, робототехника пỹлĕмĕ, библиотека пулĕç. Спорт блокĕнче кĕрешỹ, хореографи, тренажер, сĕтелçи теннис залĕсем, скалодром тата пысăк спортзал (24х12) пулĕç. Общество блокĕнче _ столовăй (200 вырăнлăх0, акт залĕ (400 вырăнлăх), медпункт, общежити (150 ача валли). Пỹлĕмре виçшерĕн пурăнĕç. Спорт лапамĕнче футболла, хоккейла, волейболла, баскетболла вылямалли секторсем, хальхи йышши чупмалли çулсем тăвĕç. 100 çын лармалли трибуна пулĕ. Унта çавăн пекех хывăнса тăхăнмалли блок-контейнерсем вырнаçтарĕç.

Кадет корпусĕн пĕтĕмĕшле хакĕ _ 630 миллион тенкĕ. Çĕнĕ çурта 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле. Çавăн пекех 250 вырăнлăх çывăрмалли хушма корпус тума "РЕНОВА" компанисен ушкăнĕпе килĕшỹ тунă. Строительство организацийĕ ăна тумашкăн 140 миллион тенкĕ хывĕ. Ку объекта та тепĕр çул хута ямалла. Корпуспа юнашарах пăр керменĕ тума палăртнă, ăна çĕклемешкĕн федераци бюджетĕнчен 180 миллион тенкĕ уйăрĕç. "РФ физкультурăпа спорта аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланакан проектăн объектне 2019 çулта вĕçлемелле.

Парк _ хула илемĕ

Кадет корпусне тумашкăн "Старко" фирмăпа килĕшỹ тунă. Строительство вырăнĕнче пулас корпуспа паркăн проектне чиновниксем халăхпа сỹтсе явнă. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. "Ку вăрман пирки тахçанах калаçаççĕ. Хула çыннисен чун ыратăвĕ вăл. Эпир те кунта пĕрре мар субботник ирттернĕ. Шел те, хăшĕ- пĕри тирпей-илем çинчен шухăшламасть. Проект пурнăçланнă май ку парк çынсен чи юратнă вырăнĕ пулса тăмалла. Кадет корпусĕ пулас хỹтĕлевçĕсене хатĕрлекен тĕп центр пулĕ", _ тенĕ Михаил Васильевич.

Паркăн проекчĕпе (ăна ЧР тава тивĕçлĕ архитекторĕ Владимир Филатов хатĕрленĕ) Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллаштарнă. Проектпа килĕшỹллĕн паркра сквер, велосипед çулĕсем тата уçăлса çỹремелли сукмаксем, фонтансем, аттракционсем пулмалла. "Строительство ĕçне тепĕр çул пуçласшăн. Вăл 3-4 çула тăсăлма пултарать. Пĕтĕмĕшле хак _ 150 миллион тенкĕ", _ тенĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ.

Шухăш

Наталья Андреева, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ:

"Кадетсем _ пирĕн пуласлăх. Çак çурт çитĕнекен ăру валли пысăк парне пулĕ. Пирĕн шкулта кадет класĕсем пулнă май 2012 çултанпа Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А. В. Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕпе çыхăну тытатпăр. Вĕсенчен ырă сĕнỹсемпе пулăшу чылай илнĕ. Хамăр республикăра çакăн пек пысăк вĕренỹ çурчĕ хута кайсан пирĕн район çамрăкĕсем те малалла çавăнта ăс пухĕç".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика