18 июля 2017 г.
Редакцирен: 2007 çулта район 80 çул тултарнă тĕле «Авангард» хаçатра авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕччен (99-132) – пурĕ 134 номерте – Сăкăтра пурăнакан хисеплĕ краевед Иван Ильин «Район 80 çул тултарать» ятпа материал пичетленĕччĕ. Унта пирĕн таврари çĕрсен авалхи тата вăтам ĕмĕрсенчи историйĕсене те аван çутатса панăччĕ.
Малалла вара автор чăвашсем вырăссемпе пĕрлешнĕ вăхăтри тата 1917 çулхи революци тата ун хыççăнхи малтанхи çулĕсем çинчен, республикăра районсем йĕркелени тата пурнăç улшăнса пынă май Юхмапа Пăла тăрăх шăпинче пулса иртнĕ улшăнусем пирки тĕплĕнрех каласа парасшăн.
Пирĕн таврари çĕрсен революцичченхи историйĕнчен
Чăвашсем _ патшалăх хресченĕсем
IV Иван хаяр патша 1552 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусана пăхăнтарнă. Ку ĕçре ăна чăвашсем те, ытларах патша çарĕсене Хусана çитме çул кăтартса тата çарсем валли апат-çимĕç тупса парса пысăк пулăшу панă. Патша каялла Мускава таврăнма тухсан юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Свияжск хулинче чарăнать те çĕнĕрен пĕрлештернĕ çĕрсен Атăл леш енчи пайне Хусантан, сăрт енчи çĕрĕсене =ак хуларан ертсе пыма хушать «…боярину и воеводе Петру Ивановичу горних людей управляти и ясаку имети… И горним людям всякую управу чинити в Свияжском городе, а луговым и Арским в Казани чинити». Пирĕн таврари çĕрсем те вара Сĕве уесĕнче шутланма тытăнаççĕ.
Çавăн пекех Иван патша Мускава каялла таврăннă чухне çул çинче чăвашсен уй-хирĕсем çум курăксăр пулнине, хирсенче тырă-пулă лайăх çитĕннине пăхса тĕлĕнет. Хăйĕн бояринĕсене чĕнет те çак анасем çине кăтартса: «Вĕренĕр!», _ тет. Бояринĕсем патшаран çак çĕрсене хăйсене парнелеме ыйтма тытăнаççĕ. «Çук ĕнтĕ. Ку çынсем патша çыннисемех пулччăр!» _ тет патша. Çапла вара чăвашсем патша çыннисем, каярахпа патшалăх хресченĕсем пулса юлаççĕ.
XVII ĕмĕр вĕçне çĕршывра хресченсем çакăн пек сословисем çине пайланнă:
1. Дворцовăй хресченсем – патша тата унăн тăванĕсен çĕрĕсем çинче ĕçлесе пурăннă, вĕсене натурăпа оброк тÿлесе тăнă.
2. Ясачнăй е патшалăх хрес-ченĕсем, патшалăх çĕрĕсем çинче ĕçлесе пурăннă, патшалăха ясак (налук) тÿлесе тăнă.
3. Служилăй çынсем – стрелецсем, пушкарсем, казаксем, службăшăн тырăпа е укçан шалу илсе пурăннă.
4. Однодворецсем – служилăйран тухса хăйсен хуçалăхĕпе çеç пурăннă, патшалăха налук тÿлесе тăнă.
5. Половниксем – çĕр хуçин çĕрĕ çинче çурмалла ĕçлесе пурăнакан хресченсем, туса илнĕ тупăшăн çуррине çĕр хуçине тÿлесе тăнă.
6. Черносошнăй хресченсем – община çĕрĕсемпе усă курса ĕçлесе пурăннă, феодалла повинноçсене пурнăçласа тăнă.
Çак 6 сословинчи хресченсем пурте хăйсем ирĕклĕ хресченсем шутланнă.
7. Çĕр улпучĕсен хресченĕсем – крепостной хресченсем – чи йывăр шăпаллă, нимĕнле правасăр та ирĕксĕр хресченсем пулнă. I Петĕр патша 1718-1724 çулсенчи указĕсемпе хресченсене çакăн пек пайланине пĕтерсе виçĕ сослови çеç хăварать.
1. Ясачнăй хресченсене, служилăй çынсене, однодворецсене, половниксене, черносошнăй хресченсене пĕрлештерсе пурне те патшалăх хресченĕ туса хурать.
2. Дворцовăй хресченсем çаплах юлаççĕ, çаплах патша хресченĕсем шутланаççĕ. Каярахпа, I Павăл патшан 1779 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнчи «Учреждение об Императорской фамилии» указĕ тăрăх дворцовăй хресченсене «Удел хресченĕсем» туса хураççĕ. Удел хресченĕсем вара ĕлĕкхи патшалăх хресченĕсен ирĕклĕхĕсемпе прависене çухатаççĕ.
3. Çĕр улпучĕсен _ крепостной _ хресченсем те çаплах, унчченхи пекех нимĕнле правасăр, ирĕклĕхсĕр, чи нушаллă хресченсемех пулса юлаççĕ.
1708 çулта I Петĕр патша çĕршыва кĕпĕрнесем çине пайлать. Малтанласа çĕршывра 8 кĕпĕрне, çав шутра Хусан кĕпĕрни те пулнă. Кĕпĕрнесем уессем çине пайланнă. Пирĕн таврари çĕрсем Хусан кĕпĕрнинчи Сĕве уесĕнчех юлнă-ха.
1780 çулта II Кĕтерне патша кĕпĕрнесен лаптăкĕсем ытла пысăк пулнине шута илсе вĕсен лаптăкĕсене чакарать те çĕнĕ кĕпĕрнесем йĕркелет. Авăн уйхĕн 15-мĕшĕнчи указĕпе Чĕмпĕр уесне пайласа Чĕмпĕр тата Пăва уесĕсем, раштав уйăхĕнче вара Чĕмпĕр наместничестви туса хурать.
1794 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче I Павёл патша «О новом разделении Государства на губернии» указĕпе Чĕмпĕр наместничествинчен Чĕмпĕр кĕпĕрни туса хурать. 1797 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Павёл патша патшалăх хуçалăхне тĕрĕсленĕ экспедицин «О разделении казенных селений на волости и о порядке управления» докладне çирĕплетет. Хальхи Патăрьел район лаптăкĕ çинче вара Аслă Патăрьел, Аслă Арапуç тата Шăнкăртам вулăсĕсем – пурĕ 3 вулăс йĕркеленеççĕ.
Малалли пулать
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)