18 июля 2017 г.
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕ _ 1770 çулхи çак кун вырăс флочĕ, Чесмень патĕнчи çапăçура, турккăсен флотне çапса аркатса, чаплă çĕнтерỹ тунă.
Утă уйăхĕн 10-мĕшĕ _ 1709 çулхи çав кун вырăссен çарĕ Пĕрремĕш Петĕр ертсе пынипе Полтава çапăçăвĕнче шведсен çарне çĕнтернĕ.
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ _ 1943 çулхи çав кун Прохоровка çывăхĕнче Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пынă вăхăтра Совет Союзĕпе Германи çарĕсен хушшинчи танксен чи пысăк çапăçăвĕ пулса иртнĕ.
Утă уйăхĕн 13-мĕшĕ_ 1944 çулхи çав кун совет çарĕсем Вильнюса нимĕç фашист хапсăнчăкĕсенчен ирĕке кăларнă.
Утă уйăхĕн 15-мĕшĕ _ 1410 çулхи çав кун вырăс çарĕсем тата вĕсен союзникĕсем Грюнвальд патĕнчи çапăçура нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ.
Утă уйăхĕн 18-мĕшĕ _ 1770 çулхи çав кун вырăс çарĕ, Петр Александрович Румянцев ертсе пынипе, Ларга патĕнче турккăсен çарне çапса салатнă.
Утă уйăхĕн 23-мĕшĕ _ 1240 çулхи çав кун Александр Ярославович княç ертсе пынă вырăс çарĕсем Нева çинчи çапăçура шведсене çĕнтернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)