18 июля 2017 г.
Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен-че ĕçлекенсен физкультурăпа спортăн XVI спартакиади иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынипе Юхмапа Пăла тăрăхĕн команди те хутшăннă. Спартакиадăна сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Программăна хутăш эстафета, мини-футбол, вĕрен туртассине кĕртнĕ.
Ăмăртусем пуçланиччен пуçтарăннисем урхамахсен чупăвне пăхса киленнĕ. Кунта Пăлапуç Пашьелĕнчи С.Кузьмичев тытса пыракан янавар çĕнтернĕ (ỹкерчĕкре). Сергей Николаевич тĕп парнене - вăкăра тивĕçнĕ.
Çавăн пекех район команди те уяв мероприятийĕнче хастарлăх кăтартнă, пĕр ăмăртуран та айккинче юлман.
А. ИВАНОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)