АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул уй мар, саркалансах утаймăн…

21 июля 2017 г.

Кунсерен çул çинче пулакан аварисенче вăрçăри евĕр çын вăхăтсăр вилет. Вăл шутра ватти те, çамрăкки те, ачасем те пур. Асфальтлă çул юнпа пĕвеннин, куççульпе йĕпеннин сăлтавĕ тĕрлĕрен: водитель ỹсĕр пулни, çул-йĕр правилине пăхăнманни, руль умĕнче çăмăлттайланса пыни тата ытти те. Кăçалхи çур çулта районти çулсем çинче пулнă 16 аварин сăлтавĕсем те тĕрлĕрен. Куç ан ỹктĕр те, ултă уйăхри кăтартусемпе аварисен шучĕ 13, вилекенсен йышĕ 25 процент чакнă. Çапах та пирĕн инспекторсем шута илнĕ инкексем мĕнлерех сăлтавпа пулнине пĕтĕмлетни водительсемшĕн те, çуран çỹрекенсемшĕн те пăсăклă пулмĕ.

Районта çулсеренех автомашинăсен шучĕ ỹссе пыни чăн малтан пирĕн халăх ытлă-çитлĕ пурнăçпа пурăннине кăтартать çеç мар, çул çинчи куçăма та кăткăслатать. Çавăнпа та асфальт хĕррипе утакансен те, урлă каçакансен те питĕ асăрхануллă пулмалла. Палăртнă вырăнсенчен çеç каçмалла. Çул уй пек анлă мар, ирĕккĕн саркаланса утаймăн. Акă, çур çулхи кăтартуран икĕ тĕслĕхĕ шăпах çуран утакансем çул-йĕр правилине пăхăнманнипе пулнă. Инспекторсем тепĕр виçĕ протоколне водительсем утса пыракан çине кĕрсе кайнăшăн çырнă. Асăннă тапхăртах руль умне ỹсĕр ларнипе пĕр аварие шута илнĕ. Паллах, иртнĕ çулхипе танлаштарсан çак кăтарту 83 процент лайăхланнă. Çав вăхăтрах 16 çул тултарман ачасемпе сиксе тухнă инкексен шучĕ пĕлтĕрхинчен те ытларах пулни пире малашне шкулсенче, коллективсенче профилактика ĕçне тата витĕмлĕрех ирттерме хистет.

Çул çинче пулакан аварисен тепĕр сăлтавĕ çинче те чарăнса тăрасшăн. Чăнах та, Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра пысăк районсенчен пĕри шутланать. Халăх усă куракан автоçулсем 243 çухрăм тăсăлаççĕ. Вăл шутра федераллă çулсем _ 19, республика пĕлтерĕшлисем 82, муниципалитет яваплăхĕ çинчисем 142 çухрăм. Вĕсене пăхса, тасатса, юсаса тăракансем те тĕрлĕрен организаци. Шел пулин те, çул-йĕре юсаса, тирпейлесе тăракан хуçасем кирлĕ пек ĕçлесе çитерейменрен час-часах аварисем пулаççĕ. Кăçал та пилĕк тĕслĕх. Вĕсенче пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пиллĕкĕшĕ аманнă.

Тепĕр чухне ялсенче каçхине çутă пулманран, хĕллехи кунсенче çулсене уçса тăманнипе те пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ. Çавăнпа та ял тăрăх пуçлăхĕсен вырăнти ытти проблемăсемпе пĕрлех çак çитменлĕхсене шута илмеллех.

Н. РУБЦОВ, çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика