21 июля 2017 г.
Хальхи вăхăтра массăлă информаци хатĕрĕсенче саккуна, право йĕркине пăснă чылай тĕслĕх пирки çыраççĕ. Тĕрлĕрен общество деятелĕсем, ĕçлĕ çынсем укçашăн ан сутăнччăр, çынсем террорла пулăмсенчен, хăратусенчен асăрханччăр тесе Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ те сахал мар ĕç тăвать. Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусем тавра пирĕн вулакансемпе полици начальникĕ Андрей Васильевич Фомин калаçма кăмăл турĕ:
_ Нумай нациллĕ Патăрьел ра-йонĕ халăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикăри аталанăвĕн кăтартăвĕ- семпе çеç мар, ытти енĕпе те республикăра малтисен йышĕнче пулни кăмăллă. 2017 çулхи ултă уйăхри ĕç кăтартăвĕпе пирĕн служба та лайăххисен йышĕнчех. Хамăрăн сотрудниксен вăйĕпе эпир мĕн пур преступленисен 91 процентне уçса панă. Ку вăл республикăри пилĕк лайăх кăтартуран пĕри.
Пирĕн тĕп тĕллев _ тăнăç та лăпкă пурнăçа сыхласа хăварасси. Ку таранччен районта террористла пулăмсем, пĕр халăх теприне хĕсĕрлени, пусмăрлани пулман. Паян çак сăлтавпа çĕршыври хăш-пĕр кĕтессенче айăпсăр çынсем шар куракан йăнăша эпир тăвар мар. Туслă та пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине нимĕн те çитмест. Районта коррупципе çыхăннă тĕслĕхсем те çук. Районти шалти ĕçсен пайĕн пĕрремĕш çур çулхи итогĕнчен малашнехи ĕç валли пĕтĕмлетỹ тумалли те çук мар. Акă, йывăр преступленисен шучĕ ỹсни пăшăрхантарать. Иккĕмĕш е виççĕмĕш хут суд сакки çине ларакансем тупăнни те эпир йĕрлесе ĕлкĕреймен ĕçех тесе шутлатăп. Çаксене пирĕн шута илмеллех.
Юлашки вăхăтра телефонпа ултавлă шăнкăравсем ярса çынсене пăтратакансем те йышланчĕç. Интернет тетелĕпе усă курса мошенниксем шанăçа кĕни юлашкинчен çынна шар кăтартать: е укçине банк карттинченех касса илеççĕ, е тата хуçисем хăйсемех куçарса параççĕ тата ытти те. Çавăнпа та палламан шăнкăрав- сене е СМСкăсем çине хуравлама та тăрăшмалла мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)