АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици тумтирĕ ăна тата ытларах илемлетет

21 июля 2017 г.

Ача чухне чылайăшĕн ĕмĕчĕсем çунатлă. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕрисен тĕнче уçлăхне вĕçес, теприсен асамлă вăйпа чирлĕ çынсене сиплес, виççĕмĕшсен шыв карапĕн штурвалĕ умĕнче хуçаланас килет тата ытти те. Ку тĕлĕшпе Татьяна çамрăк чухнех хăйĕн шухăшĕ çине çирĕп тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн пĕр иккĕленсе тăмасăр Ульяновскинчи кооператив техникумĕнчи юриспруденци уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ун чухнех килĕшнĕ ăна йĕрке хуралĕнчи çак яваплă професси.

Алла диплом илнĕ çамрăк специалист тỹрех полици тумтирне тăхăнман. Малтанах Вăрнарти райпо системинче ĕç стажне пуçланă. Юриста пысăк коллективра хăнăхма çăмăлах пулман. Çапах та Т. Борисова ун чухнех кашни ĕçе вĕçне çитерме, ĕçтешсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тăрăшнă.

Шăпа Патăрьелне каялла илсе килсен Татьяна Герольдовна районти йĕрке хуралĕнче ĕç стажне малалла тăснă: икĕ çул секретарь-делопроизводитель тивĕçне пурнăçланă, ун хыççăн çичĕ çул районти патшалăх автоинспекцийĕн инспекторĕнче тăрăшнă. Çавăн чухне шăпах унăн çемьерен уйрăм канăçсăр талăксем пуçланнă, черетлĕ рейдсем, çул-йĕр çинчи тимлĕхе ỹстерес тĕлĕшпе йĕркелекен агитаципе пропаганда мероприятийĕсем пĕрин хыççăн тепри черетленнĕ. Çапах та çамрăк ача амăшĕ пуçа усман, кашни мероприятие хастар хутшăннă.

Полици капитанĕ пакунлисен ретне тăни 22 çул ытла та иртнĕ. 2009 çултанпа вăл районти шалти ĕçсен пайĕнчи штаб инспекторĕнче хăйĕн тивĕçне пурнăçлать.

_ Полици тумĕ кирек кама та халăх умĕнчи явап- лăха ỹстерме, дисциплинăллă пулма, йĕркене, саккунлăха пăхăнма хистет. Хĕрарăмшăн вара хулпуççи çинчи пакун тата "йывăртарах" тесшĕн. Талăкĕ-талăкĕпе çемьерен ăрасна пулма никама та çăмăл мар. Кунта пирĕн ĕçе мăшăр, ачасем ăнланни, хисеп туни те пĕлтерĕшлĕ тесе хаклас килет. Ку тĕлĕшпе эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мăшăрăмпа, Юрий Николаевичпа, Елена хĕрĕме тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратрăмăр, аслă пĕлỹ илме пулăшрăмăр. Халĕ ĕнтĕ вăл хăй те анне пулчĕ, çемйипе Екатеринбургра пурăнать, _ хăйĕн çинчен вăрăм тăсса каймасăр пĕтĕмлетрĕ калаçăва Татьяна Герольдовна.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика