21 июля 2017 г.
Кăçалхи çур çулта районта çул çитмен ачасем преступлени тăвасси 70 процент чакнă. Пĕлтĕр ку вăхăтра 10 ĕç шута илнĕ, кăçал _ 3. Виççĕшĕ те ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă.
Ача-пăча çитĕнтернĕ чухне, ваттисем калашле, ашшĕ-амăшĕн пĕр аллинче вут, тепринче шыв темелле. Кăçалхи кăтартусем начар мар пулин те, çакă никамшăн та лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Вĕсемпе тăтăшах калаçусем ирттермелле, ятарлă рейдсемпе вырăнсене тухса çỹремелле. Эпир çапла тăватпăр та. Акă, хальхи вăхăтра "Подросток" операци пырать. Унăн иккĕмĕш тапхăрĕ август уйăхĕнче иртĕ. Ачасем çуллахи каникулта та хăйсене йĕркеллĕ тытчăр, усал ĕç туса ан хуччăр тесе эпир йывăр шăпаллă çемьесенче пулатпăр, пирĕн ПДНра шутра тăракан (31ĕн) ачасене сăнасах тăратпăр. Сăмах май каласан, паянхи кун пирĕн районта йывăр шăпаллă 53 çемьере 116 ача çитĕнет. Вĕсем те пирĕн куç умĕнчех темелле. Кăçал çеç çак йыша 11 çемье хутшăнчĕ.
Ача преступлени çулĕ çине тăрасси чăн малтан ашшĕ-амă- шĕ мĕнле воспитани панинчен килет. Енчен те ку тĕлĕшпе вĕсем хăйсем те кăтартусăр пулсан, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхсен, ирĕклĕ пурнăçпа пурăнсан унăн результачĕ пулмасть. Çулталăк пуçланнăранпа 13 çемье йĕрке хуралĕн хура списокне çакланни те çакнах çирĕплетсе парать. Вĕсенчен чылайăшĕ çамрăк амăшĕсем пулни те пăшăрхантарать. Икĕ çемьери ашшĕ-амăшĕ пирки уголовлă ĕç те пуçарнă. Вĕсене хăйсен правинчен хăтарас, ачисене туртса илес ыйту тăрать.
Çул çитмен ачасем преступлени тăвасси чакнă пулин те, право йĕркине пăснипе çыхăннă тĕс- лĕхсем нумайланни каллех ыйтăва çивĕчлетет. Çур çулта çак сăлтавпа инспекторсем 31 протокол çырнă. Ытларах ачасене мĕнле сăлтавпа айăплаççĕ-ха? Чи нумай тĕслĕх _ çул çитменнисем обществăлла вырăнта ỹсĕр пулни. Çакăншăн пакунлисем 22 протокол çырнă. Кирлĕ мар вырăнта чикарккă туртнипе вара улттăн йĕрке хуралçисен аллине çакланнă. Шел пулин те, вĕсем хушшинче хĕрачасем те пур.
Пурнăç илемĕ _ ачасенче. Вĕсем пỹрт тулли пулни - телей! Апла пулин те кун çути курнă пепкене сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕн- тересси, обществăшăн юрăхлă çын тăвасси _ пĕрлехи тивĕç. Ача ăс-тăнпа çирĕпленсе çитиччен, пурнăç çулĕ çине шанчăклă тăриччен никам та мар, эпирех _ ашшĕ-амăшĕ _ яваплă.
В. КУЗНЕЦОВА, район полицийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)