21 июля 2017 г.
Утă уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче çĕрле республикăри хăш-пĕр районта аслатиллĕ çумăр, вăйлă çил алхаснă. Вăл Çĕмĕрле хулине уйрăмах шар кăтартнă: унта йывăçсене тÿнтернĕ, çутăсăр хăварнă, газ сетне сиенлетнĕ. Республикăри хăш-пĕр районта çутă пăралукĕсем татăлнă. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирхи тăхăр сехет тĕлне инкеке пур çĕрте те сирнĕ.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çутăсăр юлнă обьектсенчен хăшĕсенче ятарлă службăсем çĕрлех ĕçлеме пуçланă. Инкеке 44 çынран тăракан 8 юсав бригади тата 9 техника сирнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)