21 июля 2017 г.
Чăваш Ен çурхи призыв планне туллин пурнăçланă. Ку хутĕнче çара 1344 çамрăка ăсатнă. Кашни пиллĕкмĕш призывник _ аслă пĕлỹллĕ. Çавăн пекех ДОСААФ организацийĕсенче çар специальноçне алла илнисем те пур. Çара юрăхлисен шучĕ çулсерен ỹсни савăнтарать. Медицина кăтартăвĕсем тăрăх, ку хутĕнче вĕсен йышĕ 72,1 процентпа танлашать.
Çакă пĕлтĕрхинчен 3 процент нумайрах. Салтака каяссинчен тарса çỹрекенсен шучĕ чакса пырать. Кăçал ку тĕлĕшпе уголовлă икĕ ĕç пуçарнă, 15 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)