АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виççĕри пепкене хура çĕлен сăхнă

21 июля 2017 г.

Çу кунĕсем чылай ачашăн хаваслă иртеççĕ. Хуларан килекен шăпăрлансем сывлăхне çирĕплетеççĕ, вăрман сывлăшĕпе киленеççĕ, шыва кĕреççĕ...

Пỹртлĕри аслашшĕ-асламăш патне хуларан хăнана килнĕ виççĕри ача та çак кунхине кунĕпе тенĕ пекех урамра пулнă. Каçкỹлĕм анкарти таврашĕнче çỹренĕ чухне пĕчĕкскере сасартăк хура çĕлен сăхнă. Юрать-ха, юнашарах ашшĕпе амăшĕ пулнă, васкавлă пулăшăва шăнкăравланă, больницăна илсе кайнă. Çĕлен мăшкăлне тỹснĕ ачана малтан Патăрьелĕнчи тĕп больницăра тухтăрсем пăхнă, ун хыççăн тỹрех тĕп хуламăрти ача-пăча сиплев учрежденине çитернĕ. Кунта вара чăнах та вырăнта медработниксем лартнă диагноз çирĕпленнĕ. Çавăнпа та ачан организмĕнчи çĕлен наркăмăшне хирĕç тỹрех юн шывне (сыворотка) янă. Хальхи вăхăтра вăл шанчăклă сиплевçĕсен аллинче. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика