21 июля 2017 г.
Виçĕм кун Чăваш Ен çамрăк армеецĕсем «Гвардеец» çарпа спорт лагерĕнчен таврăнчĕç.
Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчи çар чаçĕн вĕренỹ центрĕнче йĕркеленĕ лагерьте Шупашкар, Канаш, атăрьел,Муркаш тăрăхĕсенчи чи пултаруллă яшсен команди /20 çын/ 18 кунра тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ. Пысăк тĕрĕслев витĕр тухса вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пирĕн армеецсем «Минута славы» тата юрăсен конкурсĕсенче палăрнă. «Гварди маршручĕ» çар эстафетинче пĕрремĕш пулнă.
«Ăмăртура 12 яш тупăшрĕ. Пĕри автомата салатрĕ, тепри ăна пуçтарчĕ, виççĕмĕшĕ винтовкăран печĕ, тăваттăмĕшĕ хỹтĕлев тумне тăхăнчĕ, пиллĕкмĕшĕ минăсем шырарĕ… Вĕсем пĕрре те йăнăшмарĕçĕ Заданисене тĕрĕс пурнăçласа эстафетăна чи лайăх кăтартупа вĕçлерĕç», - пĕлтерчĕ Шупашкарти 5-мĕш гимнази преподавателĕ Владимир Николаев.
Чулхуларан Кирилл Андрианов та хавхаланса таврăннăĕ «Викинг» çарпа патриот клубне тата карате секцине çỹрекен яша та унта çăмăл пулман. «Лагерĕн кун йĕркине хăнăхма йывăр пулчĕ. Çар курсĕнче те самаях тар тăкма тиврĕ. Эпир унта минăсене тупма тата вĕсене тасатма вĕрентĕмĕр. Эстафетăра та мана минăсене шыраса тупма шанчĕç», - терĕ Шупашкар каччи, 5-мĕш гимназире пĕлỹ илекенскер хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарас тĕллевлĕ. Канаш районĕнчи Михаил Подилкин та çар çынни пулма ĕмĕтленетĕ Çавăнпах вăл Раççей Геройĕ Николай Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулти кадет класне вĕренме кĕнĕ. «Лагерь кăмăл-туйăма тĕреклетет. Унта çар пурнăçĕпе лайăхрах паллашатăн», - терĕ Çĕнĕ Юнтапа каччи.
Сăмах май, хальхи вăхăтра чăваш çамрăкĕсем авăн уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче Оренбург облаçĕнче иртекен «Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййисене хутшăнма хатĕрленеççĕ. Пирĕн республика чысне унта Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкул команди /наставникĕ - Юрий Васюткин вĕрентекен, командирĕ - Егор Селиванов/ хỹтĕлĕ. Вĕсем кăçал республикăри «Зарница» вăййисенче çĕнтернĕ.
/ Андрей МИХАЙЛОВ/
ПИРĔН СПРАВКА
«Гвардеец» çарпа спорт лагерьне РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарнипе 2013 çулта йĕркеленĕ. Çулсерен унта çĕр-çĕр çамрăк хутшăнать. Кăçал лагерь «тĕрĕслевĕ» витĕр Атăлçи
тăрăхĕнчи тата Севастопольпе Луганск хулисенчи 700 ытла шкул ачи тухнă.
Источник: "Хыпар"