АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик _ усал, унпа туслашмалла мар!

25 июля 2017 г.

 Раççейре наркотик серепине лекнĕ 550 пине яхăн, Чăваш Енре 3 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çакă вăл статистика кăна. Наркологсен патне лекменнисен шучĕ те пĕчĕкех мар ĕнтĕ. Çак серепене 18-30 çулхисем ытларах çакланаççĕ. Наркоманипе чирлисен йышĕ пирĕнпе чикĕллĕ регионсенче (Тутарстан, Чулхула облаçĕ) пысăкрах пулнине асăнмалла. Сăнанă тăрăх тата статистика кăтартăвĕсемпе пĕлтĕр наркотикпа иртĕхекенсен тата чирлисен шучĕ, виçĕмçулхипе танлаштарсан, 6,9 процент чакнă.

Уйрăмах çул çитмен ачасем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ, мĕншĕн тесен ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе аслăраххисен витĕмне хăвăрт çакланаççĕ. Тата вĕсен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран, тус-юлташĕнчен килет. Çавăнпа та мĕн пĕчĕкрен, ача садне çỹренĕ вăхăтранах, сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Ача шкула кайсан, ăна кружоксене, секцисене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла.

Çитĕнекен ăру психотроплă япаласем тутанма пуçланине çак паллăсем кăтартаççĕ: шкулти вĕренỹ чакать, малтан килĕшнĕ япаласем патне интерес çухалать, кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнать, апат сахал çиет, куç шăрçисем пĕчĕкленеççĕ е сарăлса каяççĕ, çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлать, ашшĕ-амăшĕнчен вĕсемпе пытанса калаçать, килтен укçа çухалнине сисме пулать, япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакет, пипетка тупăнать.

Наркотикпе минренĕ çын хăйне урăхла, ỹсĕр çын майлăрах тытать, хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт хĕрỹленсе калаçать.

Наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăха кăна. Асапĕсем кайран пуçланаççĕ, çын хăйне япăх туять.

Республикăра наркоманипе чирлисене, вĕсен çывăх çыннисене пулăшу пама условисем çите- лĕклĕ. Наркологи диспансерĕнче наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче ĕç те тупса параççĕ, вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарма пулăшаççĕ. Тепĕр майлă каласан, чирлĕ çынсене çĕнĕрен пурăнма вĕрентеççĕ.

Пулăшу илес текенсене Шупашкарти Пирогов урамĕнчи 6 çуртра кĕтетпĕр, 23-41-82, 58-03-84 номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

А. АНДРЕЕВА, наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика