АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлеççĕ, юсаççĕ

25 июля 2017 г.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче чылай шкулпа ача садĕнче çитĕнекен ăру сасси янрамасть. Вĕсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленсе юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнче те çавах. Çавна май кунта арçынсен пĕр ушкăнĕ картана тирпейлет. Хĕрарăмсен ытларах пайĕ пỹлĕмсен стенисемпе урайĕсене сăрлать. Ĕçĕ çителĕклех. Çуллахи çумăрсем вăраха кайнăран ачасем уçăлма тухакан вылямалли лаптăксенчи ешерекен курăка çулса, чечек клумбисене çумласа сăн кĕртмелĕх те пурах.

_ Юсав ĕçĕсене пурнăçласа туалетри канализаци пăрăхĕсене улăштарнă, кухньăри электрокомфоркăсене çĕнетнĕ, урайне сармалли линолеумсене туяннă тата ытти те,_ каласа парать ача сачĕн заведующийĕ Ф. Шарафутдинова. Ача садĕнчи юсав ĕçĕсенче пулăшма ỹркенменнисене те ырлать ертỹçĕ. Акă, "Халяль" суту-илỹ çуртне тытса тăракансем хăйсен енчи картана çĕнетме пулăшнă.

7 ушкăна çỹрекен 150 яхăн ача çывăх вăхăтра сăрласа тирпейленĕ çутă пỹлĕмсене кăмăлпа килсе кĕресси куç кĕретех.

А. АСТРАХАНЦЕВА. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика