25 июля 2017 г.
Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăк армеецсен хỹтĕлевпе спорт лагерĕн иккĕмĕш смени вĕçленнĕ. Унта пирĕн республикăри кадет класĕсенче пĕлỹ пухакан 20 ача та каннă. Вĕсем Патăрьел, Канаш, Муркаш районĕсенчен тата Канашпа Шупашкар хулисенчен пулнă. Пирĕн районтан унта кайма Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Сулеймановпа А. Еслюков тивĕçнĕ. Вĕренекенсем лагерьте ăмăртусене хутшăннă. Чăваш делегацийĕ республика чысне çĕре ỹкермен: пĕтĕмлетỹ тунă хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă.
Çитĕнỹ тăрăшмасăр пулмасть. Икĕ эрнери çар пурнăçĕ, кулленхи занятисем пиçĕхтерчĕç каччăсене. Пурне те хăнăхмалла пулчĕ вĕсен. Салтак пек хăвăрт вырăн çинчен тăмалла, пуçтарăнмалла, автомат сỹтмелле, пухмалла, тĕл пемелле, йывăрлăхсенчен тухмалла, çар хатĕрĕсемпе чупмалла, çул çинчи хăрушсăрлăха сирмелле тата ытти те.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)