АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлнă ĕç çине юр та çумĕ-ши?

25 июля 2017 г.

 "Авангард" хаçатăн кăçалхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче тухнă номерĕнче "Юсав ĕçне пуçăннă" информаци пичетленнĕччĕ. Унта "ПМК Партнер холдинг" пĕрлешỹре тăрăшакансем асфальт сарма хатĕрлес ĕçе (демонтаж) пикенни çинчен çырнă. Çак кунсенче район центрĕнче пулнă май çул юсакансем ытла та мăран, васкамасăр ĕçленĕ пек туйăнчĕ. Малашне те çакнашкал хăвăртлăхпа çеç тăрăшсан çак ĕçе статьяра асăннă пек кĕркунне вĕçлейĕç-ши? Юлнă ĕç çине юр та çума пултарĕ...

В. АЛЕКСЕЕВ.

Вулаканăн ыйтăвне пайăрлатас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - строительство, обществăлла структура аталану пай пуçлăхĕпе Николай Красновпа çыхăнтăмăр:

_ Чăн малтан çакна палăртса хăвармалла. Ĕçсене пурнăçлакан ООО "ПМК Партнер холдинг" (ертỹçи А. Козлов) подряд организацийĕпе килĕшỹ тăваканĕ _ ЧР транспорт министерствин "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ" хысна учрежденийĕ. "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" трассăн юсамалли çул тăршшĕ 2,3 çухрăм. Тĕплĕнрех каласан, федераллă çултан пуçласа Кепе юханшывĕ урлă сарнă кĕпер патне çитиччен. Ĕçсене пурнăçлама 26 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Халĕ çак çул 4-мĕш категорирен 3-мĕшне куçмалла. Çул хĕррисем те асфальт пулмалла. Утă уйăхĕнче çеç строительсен 8 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла. Уйăх вĕçленесси шутлă кунсем çеç юлчĕç. Енчен те паянхи хăвăртлăхпа çеç тăрăшсан, ун чухлĕ ĕç тăвайманни куçкĕрет. Çанталăк кĕр енне сулăниччен строительсен пикенсе ĕçлемех тивет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика