25 июля 2017 г.
(Пленэра хутшăннисен хаклавĕ)
Зуфар ГИМАЕВ, Тутарстан Республикин ỹнерçĕсен канашĕн председателĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ:
_ Патăрьел районĕ _ маншăн кăтартуллăскер. Кунта пурăнакансем _ ырă кăмăллă, хỹхĕм, хитре. Çавăнпа сăнĕсене ỹкеретĕп те. Хăш еннелле пăхсан та илĕртỹллĕ вырăнсем нумай. Хамăн ĕçĕмпе савăнатăп. Малашлăх валли кунта вăй-хал илтĕмех.
Николай БОНДАРЧУК, Беларуç Республикин Гродно облаçĕнчи ỹнерçĕсен организацийĕн председателĕ:
_ Манăн çĕршывăмпа Чăваш Енĕн, Патăрьел районĕн пĕрпеклĕхĕсем пурри тĕлĕнтерчĕ те. Çут çанталăк пĕрех. Çакă та мана кунта килти пекех туйма пулăшрĕ. Чăвашсен орнаменчĕ те пирĕнешкелех иккен. Тĕрĕсенче геометри фигурисем тĕл пулаççĕ. Пỹрт çамкисем, чỹрече айккисем тĕрĕллĕ. Халăхĕ вара тарават, ырă кăмăллă. Кашни хирĕç пулакан чĕнет, интересленет. Пĕчĕккинчен пуçласа асли таранччен сăнар ỹнерне кăмăллаççĕ.
Рамиль МИГРАНОВ, Уфа ỹнерçи:
_ Халăх тараватлăхĕ килес çул та çакăнта килес шухăша çуратрĕ. Тĕлĕнмелле лайăх, ырă çынсем пурăнаççĕ кунта. Вырăнĕ те питĕ илемлĕ.
Владимир БАШКИРОВ, Самара хули, Раççей ỹнерçисен Союзĕн членĕ, Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хулари художество шкулĕн директорĕ:
_ Ăнланмастăп пулин те чăваш чĕлхи питĕ интереслĕ. Калаçăвне итлесе тăрас килет. Ман шутпа, этем çут çанталăкпа çыхăнни те палăрать унта. Хуçалăхсен картисем çỹлех мар. Çакă пирĕн ĕçе çăмăллатать те. Ỹкерме ансат.
Владимир ВАСИЛЬЕВ, 1965 çулта Турхан шкулĕнчен вĕренсе тухнă, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, истори наукисен кандидачĕ, культурологи докторĕ:
_ Мĕнпе илĕртет-ха Патăрьел районĕ? Хăйĕн ячĕпе. Унăн историне ытларахăшĕ XVII ĕмĕртен вĕренме пуçлать. Çакă тĕрĕс мар. Район ятне панă "паттăрсем" кунта чылай маларах пурăнма пуçланă. Çиччĕмĕш ĕмĕр вĕçне аса илмелле. Каярахпа пăлхар паттăрĕсем Атăлçи Пăлхар патшалăхне туса хунă. Чечекленекен çĕршывăн экономики те, культури те, искусстви те вăйлăн аталаннă. Суту-илỹ илĕртнĕ. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ чăвашсен пирвайхи патшалăхĕ пулнă та. Кунта ал ĕçĕн ăсталăхĕ питĕ аталаннă.
ХIII ĕмĕрте монголсем тапăннă. Пăлхарсем вĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. Çакна Тикеш хулашĕ те аса илтерет.Çавăнтанпа паттăр ен тенĕ те ĕнтĕ.
Мĕнле юратмăн-ха, мухтанмăн-ха çак енпе тата унăн халăхĕпе.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)