АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство çуртĕнче диплом панă

25 июля 2017 г.

Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнчен кăçал вĕренсе тухакансене Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев дипломсем панă.

Савăнăçлă мероприятие уçнă май РАНХиГСăн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Игорь Голышев вĕрентÿ заведенийĕ пирки кĕскен каласа кăтартнă, вăл регионти патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене хатĕрлекен, вĕсен квалификаци шайне ÿстерме тата çĕнĕ професси илме май паракан пĕртен-пĕр аслă шкул пулнине палăртнă. Студентсем патшалăх тата муниципалитет управленийĕн органĕсенче, предприяти-организацире практикăра пулнине, çавна май нумайăшĕ хăйĕн специальноçĕпех ĕçе выр- наçнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев академирен вĕренсе тухакансем пысăк пĕлÿ шайĕпе палăрса тăнине каланă. «Паллах, кунта преподавательсен тÿпи те пур. Вĕсем студентсене пĕлÿ панипе пĕрлех çамрăксем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе те ăнтăлаççĕ», — тенĕ республика Пуçлăхĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика