25 июля 2017 г.
"Юрма" агрохолдингăн Патăрьелĕнчи уйрăмне тулли мар яваплă "Авангард" пĕрлешỹ илнĕ май унăн ертỹçипе, Николай Курчаткинпа, тĕл пултăмăр. Туçа ял тăрăхĕнче вырнаçнă сыснасен комплексне мĕнле шăпа кĕтнине тата ытти ыйтусене те хускатрăмăр. Калаçу район çыннисемшĕн интереслĕ пуласса, ялсенче сарăлнă хăш-пĕр иккĕленỹллĕ сас-хура уçăмланасса шанатпăр.
_ Николай Григорьевич, "Авангард" хаçатра районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăх ертỹçисем, АПК ветеранĕсен канашĕн членĕсем Пăвари "Авангард" пĕрлешỹре пулса курни пирки çырса кă- тартнăччĕ. Пĕрлешỹ пирки тата туллинрех каласа параймастăр-ши?
_ Пирĕн пĕрлешỹ тупăшлă ĕçлекен хуçалăх. Пĕлтĕр эпир 2 млрд та 600 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Таса тупăш çуллен 400-500 млн тенкĕ-пе танлашать. Çак укçана эпир таçта яман: аш-какай комбиначĕ, складсем, тырă типĕтекен икĕ комплекс турăмăр, техникăна çĕнетсех тăратпăр. 2012-2016 çулсенче пĕрлешĕве аталантарма хамăрăн укçана 1 млрд та 250 млн тенкĕ хывнă. Çавăн пекех тата 2 млрд ытла кредит татнă. Кăçал продукци туса илессине 3 млрд тенке çитерме палăртнă.
"Авангард" пĕрлешĕвĕн филиалĕсем Çĕрпỹре, Патăрьелĕнче ĕçлеççĕ, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче çĕрпе тăрăшатпăр, Пăвара "Карлинский" аш-какай комбиначĕ пур. Ялан вăй хураканни 2016 çулта 454 çын шутланнă, çур акине, вырмана хутшăнаканнисемпе тата "Патăрьел беконĕ" филиалта тăрăшакансемпе пĕрле 70-е çитет.
Эпир яланах пур отрасле те аталантарса пыма тăрăшнă. Пирĕн акăнакан çĕр 23 пин гектар ытла. Вăл шутра республика территоринче 8000 гектар ытла. Унтан çурхисемпе кĕрхисем 12540 гектар, сахăр кăшманĕ пин гектар ытла йышăнаççĕ. Выльăхсен апат рационĕнче куллен кирлĕ культурăсене _ пăрçа йышшисене, куккурус _ çитĕнтеретпĕр. Сăмах май, эпир тырă вăрлăхĕ туса илессипе ĕçлекен хуçалăх, çавна май яланах пахалăхлисемпе кăна усă куратпăр. Ыттисене те сутатпăр. Пĕлтĕр тĕш-тырă 43500 тонна, сахăр кăшманĕ 70000 тонна ытла пухса кĕртнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн те кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Сыснасем кăна мар, ĕне-выльăх та тытатпăр. Пĕлтĕр сысна ашĕ 13 пин тонна туса илнĕ, 2018 çулта 16 пин тонна çитерме тĕллев лартнă. 2015 çулхи Раççей статистикин пĕтĕмлетĕвĕпе сысна аш-какай туса илессипе Чă-ваш Республикинче, Тутарстанра, федерацин Атăлçи округĕнче _ пĕрремĕш, Раççейре 9-мĕш вырăн йышăннă.
_ Сысна комплексĕн хальхи ячĕ "Патăрьел беконĕ". Малашне кунта тата ĕç вырăнĕсем хушăнĕç-ши? Сирĕн тĕллевсем еплерех?
_ Паян-ыранах ĕç вырă- нĕсем пуласса шантараймастăп, анчах та ĕмĕтсем пур. Халь чи малтанах вăй хуракансен шалăвне ỹстересси пирки шухăшламалла. Ăна пысăклатас тесен сыснасен ỹт хушаслăхне, çура илессине лайăхлатмалла. "Авангард" пĕрлешỹре ĕç укçи иртнĕ çул вăтамран 29740 тенкĕпе танлашнă. Эпир ĕç кăтартăвĕсене кура кашни уйăхра премисем паратпăр, унсăр пуçне акатуйра тата Ял хуçалăх ĕçченĕ-сен кунĕнче япала çумалли автомат машина, телевизор парнелетпĕр. Пĕлтĕр чи тăрăшуллă виçĕ çын "Лада Гранта" çăмăл автомашина илме тивĕçрĕ. Çак уявсене йĕркелесе ирттерсе яма 2016 çулта 10 млн тенкĕ уйăрнă.
Паян "Патăрьел беконĕ" филиала тракторист, КамАЗ автомашина водителĕ, бухгалтер, выльăх тухтăрĕ кирлĕ. Пирĕн патăрта ĕçлес текенсене кĕтетпĕр.
Çывăх вăхăтра кунта ерекен чир-чĕртен сыхланса ăшăнакан барьер тăвасшăн тата апата вăхăтлăх упрамалли хатĕр вырнаçтармалла. Асăннă тата ытти ĕçсенне пурнăçлама çывăхри 2-3 уйăхра 30 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакна та каласа хăварас килет: пĕтĕм налук района тата республикăна юлать. Унсăр пуçне пирĕн патăрта вăй хуракансен ачисене тата комплекс вырнаçнă ял тăрăхĕнчи шкулсенчи пĕрремĕш класа каякансене вĕренỹре кирлĕ япаласем туянса паратпăр, 11 класс пĕтерекенсене те укçан хавхалантаратпăр. Ваттисен тата Çĕнтерỹ кунĕсенче аслă çулхисене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветера- нĕсене хисеплесе парнесем парасси те йăлара.
_ Патак икĕ вĕçлĕ теççĕ. Сысна комплексĕ пĕр вăхăт пушă ларнă хыççăн хута кайни аван пулăм _ ĕç вырăнĕсем хутшăнчĕç. Анчах таврари ялсенче пурăнакансене халь лайăх мар шăршă сарăлни тарăхтарать.
_ "Авангард" пĕрлешĕве ертсе пыриччен эпĕ "Çĕрпỹ беконĕ" филиалта директорта тăрăшнă. Унта та таврана ырă мар шăршă сарăлни пирки халăх прокуратурăна та, Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне те çыру çыратчĕ. Ученăйсемпе, тĕпчевçĕсемпе ку ыйтупа нумай калаçнă. Кĕске вăхăтра ăна татма май тупрăмăр. Юлашкинчен Мускав облаçĕнче "Тамир" текен препарат туянтăмăр. Унпа усă курма пуçланă хыççăн лăштах сывласа ятăмăр. "Патăрьел беконĕ" филиалта та сыснасем тăракан клеткăсен айĕнчи валашкана, насос станцине, лагунăна яма пуçларăмăр. Çу вĕçленнĕ тĕле шăршăн 80 проценчĕ пĕтет. Лагунăри тислĕке хире тăкнă чухне те сăмсана хупласа çỹремелле пулмасть. Тракторпа культиваци тунă чухне тỹрех тăпрана, культиватор çумне ятарлă хатĕр вырнаçтарнă, хывăнать.
_ Комплексран 5 çухрăмра вырнаçнă ялсем _ Çĕнĕ Ахпỹрт, Патăрьелĕн пĕр пайĕ ("Юность" кафе патне çитиччен), Пăлакасси, Козловка, Кивĕ Ахпỹрт, Туçа, Вăтаел _ буфер зонине кĕреççĕ, апла пулсан вĕсенче сысна усрама юрамасть.
_ Тĕрĕсех. Çакă сыснасен африка чуми тата ытти чирсем ерес хăрушлăх пуррипе çыхăннă. Халăх пире тĕрĕс ăнланасса, малашне ĕне-выльăх, сурăх, кайăк-кăвакал кăна усрама пуçăнасса ĕненес килет. Çынсене эпир хамăрăн сысна, пăру ашĕсемпе тивĕçтерме хатĕр. Хакĕ те ытлашши "çыртмĕ". Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Васильевич Селиванов лавкка уçмалли вырăн тупса пама сăмах пачĕ. Продукци Патăрьелсен кăмăлне каясса шанса тăратпăр.
_ Николай Григорьевич, комплексра сыснасене витаминсемпе ỹстереççĕ, çавăнпа та унăн какайĕ сĕтеклех мар, шывакрах текен сас-хура пур. Тĕрĕсех-ши ку хыпар?
_ Выльăхсене хамăр çитĕнтернĕ культурăсенчен хатĕр-ленĕ комбикорма çитеретпĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕр лаптăкĕ пысăк, куккурус, пăрçа йышши культурăсене акатпăр. "Патăрьел беконĕ" филиалти 12771 пуç валли апат Çĕпрел районĕнчен турттарма пуçларăмăр. Халиччен "Авангард" пĕрлешỹ, "Çĕрпỹ беконĕ" филиал туса илнĕ аш пахалăхне хурланине илтмен.
_ Тавах калаçушăн. Ăнăçусем сире.
Николай Григорьевич КУРЧАТКИН 1963 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнчи Кивĕ Тукайкассинче çуралнă. Аслă пĕлỹллĕ. Ĕç стажне Çĕрпỹ районĕнчи "Спутник" совхозра водительтен пуçланă.
1998-2001 çулсенче "Çĕрпỹ сельхозхимийĕ" предприятин директорĕнче, 2001-2005 _ Çĕрпỹ район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнче, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче, 2005-2011 _ тулли мар яваплă "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Çĕрпỹ беконĕ" филиалĕнче ĕçленĕ. 2011 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче Николай Григорьевича "Авангард" пĕрлешĕве ертсе пыма шаннă. Вăл Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин тата Тутар Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Шухăш
Рудольф Селиванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
"Юрма" агрохолдингăн районти сысна комплексне хупас тата ĕç вырăнĕсене çухатас мар тесе республикăри ял хуçалăх министерствипе пĕрле инвесторсем шырама тиврĕ. Пăва районĕнчи тулли мар яваплă "Авангард" пĕрлешỹ туянма килĕшсен хĕпертерĕмĕр. Вăлах Туçа тата Çĕньял ял тăрăхĕсенчи усă курман çĕрсене пусă- çаврăнăшне кĕртрĕ. Унти çĕр пай хуçисемпе килĕшỹ тусах ĕçлет.
"Авангард" пĕрлешĕве ертсе пыракан Николай Курчаткин сăмаха тытакан, çилпе вĕçтермен çын, малашне пĕрле килĕштерсе ĕçлессе, ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса шансах тăратăп".
Ольга ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)