АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Славуш та, Маруç та тăхăнмасть ют калуша

25 июля 2017 г.

 Ку таранччен Пăлапуç Нурăсĕнче ют калуша вăрлакан çын пулнă-ши? Кăна калама иккĕленетĕп. Анчах та хальхи вăхăтра тарăн кунчаллă резина пушмака çак ялта урам варрине хăварсан та усал шухăшпа илсе каякан çук. Палламан çыннăн калушĕ Славуша та, Маруçа та... кирлĕ мар.

Çакна эпĕ хам куçпа курса ĕнентĕм. Пăлапуç Нурăссем йĕпе-сапаллă çанталăкра урамĕнчен ăна тăхăнса тухаççĕ иккен те вăхăтлăха, хăйсем çаврăнса киличчен, автобус кĕтсе тăмалли чарăну вырăнĕнчи сак айне хурса хăвараççĕ. Вĕсене халиччен курман çын ман пекех тĕлĕнĕ: сентре çинчи таварсем евĕр шăкăри лараççĕ калушсем. Тĕлĕнмелле, анчах ăна никамăн кукăр алли те вырăнтан хускатмасть. Ваттисем калашле, алă тытмасан аллă çул та выртать пулĕ çав. Хуçа çаврăнса килсен ăна тăхăнать те каллех илемлĕ пушмакне алла тытса урамĕпе килне утать. Вăт çапла пĕрне-пĕри шанса пурăнаççĕ вăрман тăрăхĕнчисем. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика